Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕреççĕ

Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене хирĕç кĕрешессине вăйлатнипе пĕрлех пысăках мар тата вăтам йывăр преступленилле ĕçсемшĕн уголовлă яваплăха çăмăллатас туртăм пурри курăнать. Уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен службăра паян айăплавăн çĕнĕ - альтернативлă - тĕсĕпе туллин усă кураççĕ. Суд йышăнăвĕпе айăпланă, ирĕкрен хăтарман çынсене электронлă сулăсемпе асăрхаса тăрассипе çыхăннă саккунсем пирки те нумай калаçаççĕ.
Раççейре халĕ альтернативлă айăплав анлă сарăлнă теме пулать. Сăмахран, суд тенкелĕ çине ларакансенчен 35 проценчĕ суд залĕнченех йĕплĕ карта леш енне ăсанать, ыттисене обществăран уйăрмасăрах тÿрленме шанăç параççĕ. Апла пулсан çак иккĕмĕш ушкăнрисен айăплавне йĕркелесси уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен тытăмăн пĕтĕм ĕç-хĕлĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
Раççей Президенчĕ Патшалăх Канашĕн президиумĕн ларăвĕнче тăратнă хушупа килĕшÿллĕн, акă, айăплава пурнăçа кĕртес йĕркене анлăлатассипе, обществăшăн пысăк хăрушлăх кăларман преступленисемшĕн альтернативлă майпа ирĕкрен хăтарассипе çыхăннă сĕнÿсем хатĕрленĕ. Палăртмалла, инспекцире ÿчетра тăракансене тĕрĕслесе тăма патшалăх вĕсене колонире усранинчен самай сахалрах укçа тăкаклать.
Хамăр районтах, акă, уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен инспекцире    
93 çынна шута илнĕ. Вĕсем тĕлĕшпе йышăннă чи анлă сарăлнă мера - условнăй майпа ирĕкрен хăтарни (вĕсем - 72-ĕн). Ĕçлесе юсанма 10 çынна шанăç панă, тепĕр иккĕшне обязательнăй йĕркепе ĕçлеттерме (сăмах май, ку айăплав тĕсĕ те çĕнĕ теме пулать) йышăннă. Тĕрлĕ сăлтавсене шута илсе икĕ çын тĕлĕшпе айăплав вăхăтне каяраха куçарнă, çиччĕшне пĕр-пĕр должноçа йышăнма е пĕр-пĕр ĕçре тимлеме чарнă.
Электронлă сулăсем те паянхи кун тĕлĕнтермĕш мар ĕнтĕ. Электронлă тĕрĕслевре, акă, Раççейре 131 çын тăрать. Ку айăплав тĕсне малалла ытларах сармаллине палăртаççĕ. Раççейре те çакнашкал сулăсем туса кăларма планланă, вĕсен «хуçисене» телефон е сотовăй çыхăну урлă тата ГЛОНАСС спутник системи урлă тĕрĕслеме май пулĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
16 декабря 2009
00:00
Поделиться