Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçлĕ хутшăнусене çирĕплетекен кĕпер

Раççей Конституци кунĕ Вăрнарта иккĕлле уява çаврăнчĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулин кунĕ иртнĕ май шăматкун района пысăк делегаци килсе çитрĕ.
- Сирĕн çак коллективсенчен тĕслĕх илмелле, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин чаплă концерт пăхнă май залра ларакан музыка руководителĕсене, вĕрентекенсене хăнасен ăсталăхне ачасенче тарăнрах хывма чĕнсе.
Паллах, Çĕнĕ Шупашкарпа Вăрнар районне çыхăнтаракан туслăх тĕвви культурăри опыта пĕр-пĕрин хушшинче сарма кăна мар, чи малтанах экономикăри çивĕч ыйтусене татма пулăшать. Районти предприятисен продукцийĕсем ку хулара анлă сарăлнă, пирĕн хуçалăхсем кунта пурăнакансене çулсерен ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерсе тăраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Вениамин Артемьев «Янгорчино», К.Маркс ячĕллĕ, «Победа» кооперативсен, «Агрохмель» тулли мар яваплă общество ертÿçисене Г.Романова, В.Шумилова, А.Семенована тата Б.Семенова Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Çĕнĕ Шупашкар - халăх шучĕпе те, производство аталанăвĕпе, социаллă пурнăç шайĕпе те республикăра иккĕмĕш вырăнта. Мĕнле пулĕ-ха вăл тепĕр 50 çултан; Медиапроект экранĕ çинче улшăнакан сăн ÿкерчĕксем ун пуласăхне çапларах кăтартрĕç: вăл экономикăпа социалă пурнăç тĕлĕшпе чи илĕртÿллĕ хула, аквапарксем, тĕрлĕ социокультура объекчĕсем халăха пурăнма-канма условисем чаплă, преступноç çинчен çынсем тахçанах маннă...
- Çак ĕмĕте пурин пĕрле тăрăшсан пурнăçа кĕртме пулатех, - çирĕплетрĕç хăй тытăмлăх ертÿçисем.
Çĕнĕ Шупашкарсен ĕçлĕ кунĕ ирех пуçланчĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕпе пай ертÿçисем, предприяти-организаци пуçлăхĕсем малтанах Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексне çитсе курчĕç, «АПК аталанăвĕ» нацпроекта еплерех тухăçпа пурнăçа кĕртнипе паллашрĕç.
Малаллахи çул «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн музейне хывăнчĕ. Заводăн социаллă тивĕçтерÿсен пайĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров хăнасене предприятин пуян историне сăнлакан экспонатсемпе, аталану тапхăрне  сăнлакан сăн ÿкерчĕксемпе, документсемпе палаштарчĕ.
Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕнче çак вăхăтра Вăрнар тата Çĕнĕ Шупашкар спортсменĕсем волейболла выляса тупăшрĕç. Шел, пирĕннисем хăнасене 1:4 шутпа выляса ячĕç.
Официаллă пайра районту культурăпа кану центрĕн сцени çинче, район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин сумлă делегацие, артистсемпе спортсменсене чĕререн тав турĕ, çак тĕл пулу икĕ хăй тытăмлăх хушшинчи ĕçлĕ хутшăнусене çирĕплетекен кĕпер пулнине палăртрĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
16 декабря 2009
00:00
Поделиться
;