Инфляции шайĕ чакнă
Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕнче инфляци шайĕ 105,9 процентпа танлашнă (пĕтĕм Раççейре - 108,4 процент). Рсепубликăри кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7,7 процент пĕчĕкрех (2008 çулта 113,6 процент пулнă). Потреблени хакĕн индексĕ ноябрьте, октябрьпе танлаштарсан - 100,2 процент, çав шутра продовольстви таварĕсем çине - 99,98, продовольствилллĕ маррисем çине - 100,4, тÿлевлĕ тивĕçтерÿсем çине - 100,3 процент. Апат-çимĕçе илес-тĕк, сыр (3,0:), çупа выльăх çăвĕсем (2,0:), улма-çимĕç продукцийĕ (1,8:), сетпе сĕт юр-варĕ (1,3:), çăмарта (1,0:) хакланнă. Çав вăхăтрах пулă, макарон-кĕрпе, аш-пăш, сахăр, çăкăр йÿнелнĕ.
Чăвашстат палăртнă тăрăх, потребитель карçынккине кĕрекен апат-çимĕçĕн продукчĕсен чи пĕчĕк пуххи ноябрь вĕçĕ тĕлне 1742,01 тенкĕ пулнă, иртнĕ уйăхринчен 0,5 процент чакнă.
Пĕтĕмĕшле Раççейпе вăл 2107,7 тенкĕне çитнĕ (0,3 процент ÿснĕ). Çĕршывăн тĕп хулинче вара пĕр çынна пĕр уйăхра кирлĕ тĕп продуктсен пуххи туллирех - унта 2379,2 тенкĕлĕх апат-çимĕç кĕрет.
"Çĕнтерÿ çуле"