Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Саккунпа килĕшÿллĕн пурăнма вĕренеççĕ

Иртнĕ шăматкун Раççейре  тĕп уявсенчен пĕрне - Конституци кунне - паллă турĕç.   Унăн пĕлтерĕшĕ-сумĕ  çулсеренех ÿссе пырать, мĕншĕн тесен вăл çĕршывăн тĕп саккунне йышăннă кунпа çыхăннă.   
Конституци пирĕн пурнăçа, общество тытăмне йĕркелесе пынă май, ăна кашнин пĕлмелле кăна мар, пăхăнмалла. Ачасене мĕн пĕчĕкрен саккунсемпе килĕшÿллĕн пурăнма вĕрентес тĕллевпе библиотека ĕçченĕсем ку праçнике уявлама шкул ачисене хутшăнтарма тăрăшаççĕ. Ку хутĕнче ача-пăча литературин пайĕн ĕçченĕсем «Конституци çинчен пĕтĕмпех пĕлес килет» ятпа ăс-тăн вăййине ирттернĕ. Аслă классенче вĕренекенсем хăйсем çĕршывăн тĕп саккунĕ çинчен мĕн  пĕлнине аса илнĕ, çавăн пекех çынсен прависемпе ирĕкĕсем çинчен нумай калаçнă. Библиотека ĕçченĕсенчен те вĕсем çĕннине чылай пĕлнĕ, тĕп статьясемпе паллашнă. «Раççей патшалăх символĕсем» электронлă презентаци те ачасене питĕ кăмăла кайнă.
Унччен маларах ача-пăча литературин пайĕн вулав залĕнче «Кашни ĕçех лайăх, кăмăла каяканнине суйла кăна» ятпа информациллĕ-вĕрентÿллĕ сехет иртнĕ. Çамрăксем шкул пĕтернĕ çĕре яланах суйлав умĕнче тăраççĕ: мĕнле çулпа каймалла, мĕнле професси алла илмелле; Нумай чухне суйлава тĕрĕс е йăнăш тунине хăшĕ-пĕрисем  аслă шкул пĕтерсен е темиçе çул ĕçлесен кăна ăнланса илеççĕ. Çавăнпа та библиотекарьсем аслă классенче вĕренекенсене  вăхăтра информаци пĕлĕвĕ парса пулăшаççĕ. Хальхи мероприяти акă Çамрăксен çулталăкĕ йĕркипе иртнĕ. Ăна хатĕрленĕ май библиотека ĕçченĕсем  тĕрлĕ профессисем, вĕренÿ заведенийĕсем çинчен калакан кĕнекесемпе усă курнă. «Абитуриентсене тата ыттисене те» кĕнекесен куравне  те çак тĕллевпех йĕркеленĕ, унта кĕнкесемпе статьясем хушăнсах тăраççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
16 декабря 2009
00:00
Поделиться
;