Тĕп уявра - тĕп документ
Раççей Конституцийĕн кунĕнче Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекен пилĕк ачана чаплă лару-тăрура Раççей гражданинĕн тĕп документне парса чысларĕç. Паспортсене Инна Быкова, Вита Шашкова, Регина Ласкина, Кристина Якимова тата Алексей Ластухин илчĕç.
Федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Юлия Ильина, район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ Денис Трофимов, «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Сергей Павлов, Çĕрпел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Иван Миронов çамрăксене тулли праваллă граждансен йышне кĕнĕ ятпа саламланипе, паспортăн пĕлтерĕшĕпе тĕллевĕсене ăнлантарнипе пĕрлех хаклă документа упрамаллине те асăрхаттарчĕç.
«Çĕршыва тивĕçлĕ çынсем пулса çитĕнме, çĕршывшăн ырă ĕçсем кăна тума шантаратпăр!» - пĕр саслăн пĕлтерчĕç ачасем те. Библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ конкурса хутшăнчĕç, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе çыхăннă ыйтусене тĕрĕс те туллин хуравларĕç.
"Çĕнтерÿ çуле"