Уява инкек ан пăстăр (01 служба асăрхаттарать)
Пиротехника хатĕрĕсем тетте маррине Пермьри хăрушă инкек (РФ Президенчĕ Д.Медведев ăна тискер преступлени терĕ) кăтартса пачĕ. Каçхи клубри 50 енне çынна пурнăçран уйăрнă пушар хыççăн çĕршыври кашни регионтах çирĕп тĕрĕслевсем иртеççĕ. Çĕнĕ çул çитнĕ май пиротехника хатĕрĕсем сентресем çинчен хăвăрт çухалнине шута илсен, лару-тăрăва тимлĕх илни питĕ кирлĕ. Вĕсем пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе пур енчен те шанчăклă пулмалла. Пиротехника хатĕрĕсем мĕнле техника нормисене тивĕçтермелли, вĕсене мĕнле условисенче упрамаллли тата инструкцире кăтартнă пек çирĕп йĕркепе усă курмалли çинчен Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн тата ВДПО-н районти производство участокĕн инструкторĕ И.Максимова каласа парать:
- Çĕнĕ çул чăнах та кашни çемьешĕн чи çутă та хаваслă уяв. Анчах пушар хуралĕн ĕçченĕсем çирĕплетсех калама пултараççĕ: Çĕнĕ çул - пушар тухассипе чи хăрушши те. Мĕншĕн тесен уяв чăрăшĕ çинче теттесем, электрогирляндăсем, мамăк тата ытти те. Кунсăр пуçне пиротехника хатĕрĕсем пысăк хăрушлăх кăлараççĕ. Уява савăнăçлă, инкексĕр ирттерме йывăр мар: пушар хăрушсăрлăхĕн ансат правилисене пăхăнмалла кăна.
Паян шăпах пиротехника хатĕрĕсем пирки калаçу пуçарас килет. Йăлара усă куракан ку хатĕрсем шутне бенгаль çуртисем, хлопушка-петардăсем, фейерверксем, пĕчĕк ракетăсем, фонтансем, рим çуртисем тата ыттисем кĕреççĕ. Вĕсем çапăнсан, силлесен е вăйлă ăшăпа (сăмахран, çулăмпа) сиенленме, çавна май пушар сăлтавĕ пулма пултараççĕ.
Патшалăх пушар асăрхавĕ сертификациленĕ пиротехника хатĕрĕсене ятарлă лавккасенче е секцисенче çеç сутма ирĕк пани пирки аса илтерет. Туяннă чух сертификат пуррине ыйтма ан манăр, вĕсемпе усă курмалли правилăсем, пушартан хÿтĕленмелли информаци пуррипе кăсăкланăр. Çавнашкал хатĕрсем ачасен аллине лекессине çирĕп асăрхаса тăрăр. Петарда евĕр япаласем çинчен вырăсла инструкци пулмасан унăн пахалăхĕ те иккĕлентерет. Япăх çыпăçтарнă вырăнсене, фитиле чалăш лартнине асăрхарăр-тăк - усă курма ан васкăр, ăна пĕр-пĕр путвалта кăларма пултарнă.
Ятарлă йышăнупа килĕшÿллĕн çÿлерех асăннă таварсем пирки ыйтсан сутуçăн туянакана тивĕçлĕ информацие пĕлтермелле, сертификат, хурăшсăрлăха çирĕплетекен документа кăтартмалла.
Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чух инструкцире палăртнă правилăсене çирĕп пăхăнмалла. Вĕсем нимле майпа та çынсен сывлăхне сиен кÿмелле мар.
"Çĕнтерÿ çуле"