Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕсен асапĕпе тасалĕ Руç...

Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче çак ятпа уçăлнă курав  историн хăрушă тапхăрĕсенчен пĕрне - Чиркĕве сивленине - тарăннăн уçса парать. Стендсем çинче - чĕрене  хумхантаракан докуменсемпе сăн ÿкерчĕксем.
1917 çулта пуçланнă хĕсĕрлÿ пирĕн района та тĕкĕнмесĕр иртмен. 1921 çулта акă хĕрарăмсен Александрийски мăнастирне хупса ачасен колонине туса хунă.
Чиркÿсене аркатасси, тĕне ĕненекенсене массăллă хĕсĕрлесси-вĕлересси 30-мĕш çулсен вĕçне килнĕ. Колонисенче 40 пине яхăн ача пĕтнĕ. Сталин режимĕ çĕршывăн чи ăслă-тăнлă çыннисене, интеллигенцие пиншер тĕп тунă, чикĕ леш енне ăсатнă. Пĕлсе тăрса Чиркĕве тата кăмăл-сипет вĕренĕвне хирĕçле ĕçсем тунă. 1937-1941 çулсенче Чăваш енрех акă икçĕре яхăн чиркÿрен 60-шне шелсĕр аркатнă. Чăваш енре кăна 500 ытла священника персе пăрахнă...
Курав Турра ĕненекенсене репрессилени çинчен калакан документаллă фильмпа (вĕсем пĕтĕмпе саккăр) пуçланать. Чуна çÿçентерекен   кадрсем историе каялла тавăраççĕ, хĕн-асап курнă çынсен шăпине тÿсме хистеççĕ.
Музей директорĕ Елена Шарипова  тĕлĕнмелле пуян, тулли калавсемпе тыткăнлать, стендсенчи документсемпе тĕплĕн паллаштарать.
Курава уçнă çĕре хутшăннă май, Вăрнарти чиркÿ прихучĕн настоятелĕ Александр атте çак курав çынсен чунĕсенче юласса, вĕсем ырă ĕçсене кăна хутшăнассине шаннине пĕлтерчĕ. «Ку - историн каçарма çук тапхăрĕ, анчах та эпир çутă малашлăха пăхма тивĕç. Пирĕн пурнăçра кунашкал катаклизмсем урăх ан пулччăр»,- терĕ вăл.
Курав стенчĕсем çинче - репрессие пула асап тÿснĕ вуншар священникĕн сăн ÿкерчĕкĕсем. Епископ Герман (Кокель) çинчен калани уйрăм вырăн йышăнать. Турă çыннисем тĕрмесенче тата лагерьсенче  усă курнă, репрессие лекнисене персе пăрахнă вырăнсенче (Улатăрти, Шупашкарти тĕрмесенче) тупнă япаласем кăсăклăх çуратаççĕ.
Кунта пуçтарнă пĕтĕм историн вара пĕр пĕтĕмлетÿ: ХĂЙĔН ИСТОРИНЕ МАННĂ ХАЛĂХ ĂНА ТЕПĔР ХУТ ТŸССЕ ИРТТЕРМЕ ПУЛТАРАТЬ.
Курав районсем тăрăх сайра кăна çÿрет. Пирĕн музей ăна уçма ырă ĕçĕпе тивĕçнĕ. Январĕн 15-мĕшĕччен пыраканскере, Çветтуйсен таса ятне тавăрассипе ĕçлекен Шупашкарти епархи комиссийĕн, Чăваш наци музейĕн фонд коллекцийĕн, ЧР истори архивĕн, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн наука архивĕн докуменчĕсем тăрăх хатĕрленĕ.
Çак курав - пĕтĕм халăх историйĕ, эппин, унта кашниех çитсе курма тивĕç. Чи малтан вара ун ĕçĕпе ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн «Лидер» обществи, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекенсем паллашрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
16 декабря 2009
00:00
Поделиться
;