Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Çĕнĕ çул. Сурхури. Çурт-йĕр» операци

Çывхарса килекен уявсем - пушар хуралĕн ĕçченĕсемшĕн чи канăçсăр вăхăт. Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх çак тапхăрта инкексен шучĕ хăвăрт ÿссе кайни курăнать. Çавăнпа та Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ кăçалхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 2010 çулхи январĕн 10-мĕшĕччен «Çĕнĕ çул. Сурхури. Çурт-йĕр» ятарлă операци ирттерме йышăннă. Пушар хуралĕн сотрудникĕсем операци вăхăтĕнче вырăнти хăй тытăмлăх, ирĕклĕ пушар дружинисен представителĕсемпе пĕрле районти пурăнмалли çурт-йĕр секторĕнче тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Хăрушсăрлăх тĕлĕшпе туллин тивĕçтермен, ватă çынсем тата ăнăçсăр çемьесем пурăнакан çуртсене уйрăм тимлĕхе илĕç.
Пушар чаçĕн сотрудникĕсем те çынсене пушар хăрушсăрлăхне аса илтерес, инкексене асăрхаттарас тĕллевпе вĕрентÿсем йĕркелĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 декабря 2009
00:00
Поделиться
;