Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çын пултарайман ĕç çук!

Район пуçĕнче А.В.Емельянов тăнă çулсенче Вăрнарта строительство вăйлă аталанма тытăнчĕ. Çĕнĕрен çĕнĕ çурт-йĕр хăпартассипе МПМК, ПМК-668, ПМК-10, РСУ ăмăртланса хыпкаланатчĕç. Ансатлăха кĕтмен. Çăмăл килмен. Техника та, специалистсем те çитмен. Хăйсен базисене никĕслесе çĕнĕ предприятисем хута кайрĕç. Хуçалăхпа экономика чĕлхине çĕнĕ сăмахсем, терминсем кĕпĕрленсе кĕчĕç: электромеханизаци, специализаци, химизаци, интенсификаци, мелиораци тата ытти те. Хальхи Президент Д.Медведев калашле, чăнласах модернизаци тапраннăччĕ. Сăмахне ăнланатпăр-ха: кĕскен калас-тăк, производство технологийĕсене вăхăт требованийĕсене кура çĕнетсе улăштарас тени пулать. Дмитрий Анатольевич хыççăн хамăрăн Президент Н.Федоров та Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче модернизаци проблемисене питех те çивĕччĕн хускатнă, министерствăсене, муниципалитсен пуçлăхĕсене çĕнĕ çулăн виçĕ уйăхĕнче тата пирвайхи çур çулта ятарлă программăсем хатĕрлесе çирĕплетме хушнă. Инновацисене мĕнпур отрасльте ÿстермелле. Республика экономикинче пысăк технологиллĕ, пысăк тухăçлă оборудовани тÿпи 75 процентран кая мар пулмалла. Мана чăвашсен Президенчĕ строительствăна чĕрĕ хăват кÿрес пирки тата вăрмансене хăвăрт чĕртсе ÿстересси çинчен каланисем, ял хуçалăхĕ умне кăларса тăратнă тĕллевсем (чи çывăххи - çулталăкне 1 миллион тонна тырă, 1 миллион тонна тымар çимĕç туса илмелле), экологи ыйтăвĕсене çивĕчлетни («Чăваш ен - çÿп-çапсăр регион», «Чăваш Республики - Раççейри пĕрремĕш биорегион») уйрăм тĕллĕн килĕшрĕ. Николай Васильевич пире çĕнĕлĕхсене тĕнче шайне çĕкленмелĕх вĕрентесшĕн. «Чи кирли - этем ресурсĕ», - тет. Эп ăна чунтанах ăнланатăп. Тĕллевсемпе пĕр кăмăллăн, нимелле авăрлансан, çын туман ĕç çук. Хам курни-тÿснинчен пĕлетĕп.
Çурçĕре пĕрре иленсен - пăрахаймастăн, тетчĕç те унтисем, анчах эп тундра тăрăхне урăх таврăнаймарăм, Архангельск хыççăн шăпам Вăрнарти строительствăпа çыхăнса кайрĕ. Самани те улшăнсах пычĕ. Тайга тĕлĕкре çеç курăнать. Яш чухне унта Вăрнартан вун икĕ тенкĕпе çитсе тухаттăм. Халь - пенси укçипе - ан та ĕмĕтлен...
РФ Президенчĕ Д.Медведев Патшалăх Думине, ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырусене вуланă май шухăша путатăп. Пирĕн вăхăтра таçта та, темĕнле ĕç те тупăннă. Çултан çул çĕнĕ предприятисем, заводсем хушăнса пыраççĕ. Халь акă заводсенче çĕр-çĕр, пин-пин рабочие урама хăвалаççĕ. Промышленноçа камсемпе модернизацилемелле-ши; Ял хуçалăхĕнче районта 57 пин гектар çĕрпе усă кураттăмăр. 48 пин гектар çинче тыр-пул тунă, халь ку лаптăк виçĕ хут таранах хĕсĕннĕ. Сăлтавне эп ăнлантараймастăп: пирĕн тавралăхра çум курăкĕ те ахăрса ÿсме пăрахрĕ! Палăк вырăнне лартнă ДТ-54 трактора «сутса ĕçнĕшĕн» паян кунчченех кулянатăп...
1969 çулхи кĕркуннепе строительсен ПМК-668 тенĕ организацине платнике кайса кĕтĕм. Э.Черненкопа мана иксĕмĕр те аван пĕлнĕ Архангельск хăвăртах çывăхлатрĕ. «Участок йышăн-ха»,- терĕ начальник. «Кăштах коллективпа паллашам-ха», - терĕм. Стройбазăна Вăрнарăн çурçĕр енĕнче пирвайхи колышкăран никĕслерĕмĕр. Прораб, Федор Николаевич Шерстнев, кăрарах кăмăллăччĕ, туххăм тавлашкаласа илтĕмĕр. Тĕрĕс сăмаха вăхăтра витерни питĕ кирлĕ. Ĕнентертĕн - çырлахтартăн. Пĕр уйăхранах мана бригадира лартрĕç. Хура Çырма каччипе, Виталий Илларионовпа тата Кĕперлĕ Кÿлхĕрри ачипе Володя Кошкинпа (мана аякри тăван тивет) туслашрăмăр. Аслă вăрçă ветеранĕ Павел Петров та (Упнертен) ялан пирĕнпе. Виçсĕмĕре коллектив шăнăрĕ-тĕрекĕ темелле. Проектсемпе сметăсене пĕрле тишкеретпĕр. Пирĕн бригада ыттисенчен ытларах ĕçлесе илчĕ. ПМК базине хывнă хыççăн районти больницăн тĕп корпусне çĕклеме куçрăмăр. Специалистсем çитменнипе унта ĕç-пуçа вăраха тăснă-мĕн. Юпа-чÿк-раштав уйăхĕсенче çурта тăрă айне хупрăмăр. Штукатурсемпе малярсене ĕçлеме ăшă патăмăр. Ку хĕнпе килчĕ. Шăннă çĕре лумпа тĕпретнĕ. Тимĕр-бетон плитасене алă вĕççĕн йăтса куçарнă. Карьертан хăйăра ăна ăшăтма, раствор хатĕрлеме вутта хамăр турттарнă. Мăртлатакансем пулнă пулĕ те, анчах кам та пулин ĕçрен пăрăнса юнтарнине астумастăп. Никам та вăрăм-хулăн укçашăн çунман. «Тухтăрсем пекех халăх сывлăхĕшĕн тăрăшатпăр, тав сăмахне ыррăн тивĕç пуласчĕ», - теттĕмĕр. 1970-мĕшĕнче çуркунне тĕлне урайсем сартăмăр, чÿрече хашакисене вырнаçтартăмăр, сывлăх комплексĕн капăр çуртне хута яма хатĕрлентĕмĕр.
Вара çу тăршшинче ĕçлеме Вăрнарти техникумăн общежитине куçарчĕç. Кунта кĕçех яш-кĕрĕмĕн хаваслă юрри-ташши илтĕнме пуçларĕ. Çу кунĕнче ĕçлеме çăмăлтарах. Хамăрăн рабочисем валли пурăнмалли нумай хутлă çурт çĕклерĕмĕр.
Эдуард Иванович командировкăна тухса вĕçтернĕ те, хăй вырăнне Эссеинов тĕп инженера хăварнă. Çакскер мана Çĕмĕрле районĕнчи Вырăс Улхаш ялне тата Пăрачкав салине лартса кайрĕ. Ялта ачапча сачĕ тăвакансене, салара «Сельхозтехникăн» пурăнмалли нумай хутлă çуртне купалакансене пулăшмалла иккен. Пире хăналанă хушăра партин Пăрачкав райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Геннадий Степанович Соловьев та пулчĕ. «Эп Вăрнарта ял хуçалăх управленинче ĕçлесе курнă», - текелет.
Эп Вăрнара таврăннă тĕле мана прораб должноçне куçарнă. Анчах çав приказ темшĕн вăя кĕреймерĕ. Начальнике органсем турткалама тытăнчĕç. «Пуçа ĕнсе урлă каçăртса ахăрни ырра мар вăл» тени аса килчĕ...
1971 çулхи августра тăван кĕтеслĕ пултăмăр, икĕ пÿлĕмлĕ хваттере малтан кушак çури кĕртсе ятăмăр. Çурçĕрти, Воронцыри хам ĕçлеттерсе ларттарнă çуртри виçĕ пÿлĕмлĕ хваттере арăм кайма шутламарĕ. Вăрнартах Çурçĕрти çурт çумĕнче гектар вырăнне кăштах çĕр лаптăкĕ тупса пачĕç. 1972 çулхине (пушар çулĕ) унта, пилĕк соткăра, типпе пăхмасăрах 60 пăт çĕр улми турăмăр, пахча çимĕç те ăнса йăтăнчĕ.
1974 çул. Эп Мускава кайма тухнă. Чукун çул ĕçченĕн капăр мундирне тăхăннă çын манпа калаçать те калаçать. А.Косыгин пуçарнă реформăсене кура Мускавран Хĕвел Тухăçне чукун çулăн тепĕр хушма линине хывмалла-мĕн. «Пире çакнашкал специалистсем кирлĕ!» - тет. Ĕç укçи икĕ-виçĕ хут пысăкраххипе илĕртет. «Курманнине - курас, чукун çул çинче анне те ĕçленĕ-çке», - тесе шутларăм.  
Модернизацие эпир, вăй питти çамрăк çынсем, шикленсе-иккĕленсе тăмасăр, хамăрăн ирĕкпе хастар хутшăннă. Опыт - унчченхи те паха. Влаçрисене манăн пуçаруллăрах, çынсемпе, халăхпа пултаруллăрах ĕçлеме ырă сунас килет.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 декабря 2009
00:00
Поделиться
;