Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çивĕч ыйтусем хускатрĕç

Инвалидсене хумхантаракан-пăшăрхантаракан ыйтусем чылай, вĕсене пур енлĕ пулăшу кирлĕ. Çивĕч ыйтусенчен чылайăшне акă Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалланă тĕлпулура хускатнă.
Пĕри те тепри, сăмахран, поселокра çын вилсен ăна тивĕçлĕн юлашки çула ăсатма йывăрланса пыни пирки асăннă. Çак ĕçсене йĕркелеме пулăшакан организаци çукки пăшăрхантарать. Уйрăмах хĕллехи вăхăтра шăтăк чавма çăмăл мар: çамрăксем аякра ĕçлесе çÿреççĕ, ваттисен вăйĕ çитмест.
Район больницинче стационарта выртса сипленме койка-вырăнсен шучĕ çулсерен сахалланса пырать. Анчах сусăр çынсене пĕрмаях медицина пулăшăвĕ кирлĕ-çке, чир-чĕрсем те вĕсене ытти çынсенчен ытларах аптратаççĕ. Хăш-пĕр чухне çĕнĕ сиплев мелĕсемпе ĕçлекен тухтăрсене шыраса тĕп хулана çити çÿреме тивет. Маларахри çулсенче кунта та вакууммассаж, тăвар терапийĕ тата ыттисем те пулнă. Çак процедурăсене укçа тÿлесе те пулин çÿреме кăмăл пуррине пĕлтереççĕ ватăсем. Уйрăм пÿлĕм йĕркелесен сĕлĕхсемпе сипленме, массажа çÿреме май пулассине каланă. Çакнашкал медицинăри çĕнĕ меслетсемпе сипленсе сывалас текенсем питĕ йышлă.
Тата тепĕр çивĕч ыйту - поселокра автобус çÿретесси. Сусăр çынсемшĕн çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: кирлĕ çĕре çитме çав тери йывăр. Анчах ватăсем, инвалидсем ку ыйтусем татăласса, вĕсен йывăрлăхĕсене пурте ăнланасса шанаççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 декабря 2009
00:00
Поделиться
;