Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасем, асăрхануллă пулăр! (01 служба асăрхаттарать)

Мĕн авалтанах çулăм çынпа пĕрле пулнă: сивĕ кунсенче ăшăтнă, тискер чĕрчунсенчен хÿтĕленĕ, выçса вилме паман... Паян та вăл этем пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Анчах вăл çав вăхăтрах вилĕмле хăрушă та пулма пултарать. Ĕлĕк çулăмра хуласем çунса кĕлленнĕ, миллионшар çын пурлăхĕ пĕтнĕ.
Ачасем, пушар тухас хăрушлăх май килнĕ таран пĕчĕкрех пултăр тесе правилăсене пĕлмелле кăна мар, çирĕп пăхăнмалла. Кĕçех эсир чăтăмсăррăн кĕтекен хĕллехи каникул пуçланĕ. Кану вăхăтне усăллă ирттерме суннипе пĕрле сире асăрхануллă пулма сĕнетĕп.
Ачасем, яланах асра тытăр: Çĕнĕ çул чăрăшĕ çине çуртасем тата хăвăрт хыпса илекен ытти япаласем лартма, çакма юрамасть. Уяв тум-тирĕ те, теттесем те хăвăрт çунма тытăнакан материалтан ан пулччăр. Юсавсăр гирляндăсемпе тата ытти электроприборсемпе усă курма юраманнине те пĕлетĕр ĕнтĕ эсир.
Анчах инкек пулса иртрĕ-тĕк - алла типĕ çĕтĕкпе хупласа шнура розеткăран туртса кăлармалла, электроприбора утиялпа хупламалла. Çакăн хыççăн тÿрех «01» телефонпа шăнкăравлăр.
Уйрăмах асăрхаттаратпăр: выртакан пăралук патне тата электричествăпа сиенленнĕ çын патне ăна сÿнтериччен пыма юрамасть.
Ачасем, петардăсем, фейерверксем, бенгаль çутисем тетте мар. Аслисемсĕр вĕсене алла ан тытăр, чĕртме ан хăтланăр.
Енчен те пушар тухсан çухалса ан кайăр. Çакăн çинчен хăвăртрах аслисене пĕлтерсе çынсене çуртран кăларма тытăнмалла. Çулăмран пытанма хăтланни питĕ хăрушă, кун пек чухне класран е çуртран урама е ытти пÿлĕмсене тухма тăрăшмалла. Пушар сÿнтерекенсене «01» телефонпа чĕнмелле.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 декабря 2009
00:00
Поделиться
;