Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Харăсах - икĕ пушар (01 служба пĕлтерет)

Хĕлле кăмака юсавсăррипе е вĕсене хутнă чух хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран  ялсенче ялан тенĕ пекех пушарсен шучĕ ÿсет.   Хамăр районтах акă 
декабрĕн 18-мĕшĕнче харăсах икĕ пушар тухнă. Кăнтăрла иртсен Кĕçĕн Кипекре мунча çунма пуçланă. Инкек вырăнне чи пĕрремĕш Туçи Çармăсри уйрăм постăн пушар сÿнтерекенĕсем килсе çитсе çулăмпа кĕрешме пуçăннă.
Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, «хĕрлĕ автан» мĕншĕн алхасма пуçлани паллă - кил хуçисем мунча кăмакине хутнă чух асăрханулăх çинчен маннă. Кăмака стенапа юнашар тенĕ пекех пулнă, тата хутнă чух та ăна хытах хĕртсе янă. Çапла майпа мунча тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă, çенĕкĕ те сиенленнĕ. Ял çыннисем пушара тÿрех сÿнтерме пулăшнипе, пушар сÿнтерекенсем вăхăтра çитнипе вут-çулăма пÿртпе ытти хуралтăсем çине куçма паман.
Каçхине 21 сехет иртсен пушар хуралне Шĕнер Ишекрен инкек çинчен пĕлтернĕ. Вырăна çитсен çакнашкал лару-тăру курăннă - çулăм чĕлхисем пĕр хуçалăхри лаççа хăйĕн ытамне çавăрса илнĕ. Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн инспекторĕ  ăнлантарнă тăрăх, кил хуçи  лаçра  хăй тунă кăмакара вут чĕртсе шыв ăшăтнă, кăварне кăларса хунă. Каярахпа çак кăвартан çÿп-çап, ăпăр-тăпăр хыпса илнĕ те. Кил хуçин лаççи тата вутă сарайĕ çунса кайнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 декабря 2009
00:00
Поделиться
;