Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мастерсен турнирĕнче

Шупашкарта Раççей Геройĕн Николай Гаврилов генерал-лейтенантăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнира пирĕн районти вунпĕр кĕрешÿçĕ хутшăннă.
Кавир çине вара пĕтĕмпе 18 регионти 320 участник тухнă. Спорт мастерĕсен нормативĕсене тултарассишĕн каччăсем те, хĕрсем те тупăшнă. Вăрнар хĕрĕ, халĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренет, Ирина Львова тата Пăртас хĕрĕ, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студентки, Анжела Колпакова хăйсен виçисенче бронза призерсем пулса тăнă.
1995-1997 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшшинче Роман Львов иккĕмĕш вырăн йышăннă, Алексей Уткин - тăваттăмĕш. Каччăсем иккĕшĕ те Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ.
Иван Сладкова мастерсен турнирĕнче уйрăмах йывăр килнĕ. 30 ытла спортсмен хушшинче вăл финала тухма пултарнă. Анчах, шел те, виççĕмĕш вырăншăн пынă тытăçура выляса янă. Çапах та тренерсем унăн кĕрешÿри малашлăхĕ çутă пуласса чĕререн шанаççĕ, мĕншĕн тесен Ваня кашни ăмăртурах техникăна лайăх пĕлнипе тыткăнлать.
Çак сумлă турнирта та вăрнарсем ята яманнинче тренерсен - Виталий Трофимовăн, Юрий Львовăн, Андрей Павловăн - тÿписем пысăк.
Çывăх вăхăтра вара кĕрешÿçĕсен хăйсене тата тепĕр турнирта кăтартма тивет. Республикăри шкул ачисен спартакиади йĕркипе Чăваш ен Президенчĕн Кубокĕшĕн пыракан ăмăртура вĕсем финала тухма тивĕçнĕ. Çĕнтерÿсем кĕтетпĕр!

   



"Çĕнтерÿ çуле"
23 декабря 2009
00:00
Поделиться
;