Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паспорта вăхăтра улăштармалла

Паспорт - çыннăн тĕп докуменчĕ, унсăр вăл  алсăр-урасăр пекех. Паспортсăр çул çине те тухма çук, ĕçе те вырнаçаймастăн, хваттер-çурт та туянаймастăн... тĕрĕссипе каласан, çын хăй хăех пулнине те ĕнентереймест.
Раççей Федерацийĕн 1997 çулхи мартăн 13-мĕшĕнчи 232-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн, Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕ Раççей Федерацийĕн территорийĕнче çыннăн тĕп докуменчĕ шутланать. 14 çул тултарнă çамрăксем ăна пĕрремĕш хут алла илеççĕ. Кунсăр пуçне паспорта çухатнă е вăрланă пулсан, тата Раççей гражданлăхне илекенсене ăна çĕнĕрен параççĕ.
Енчен те çын 20 тата 45 çул тултарсан, гражданинăн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ е çуралнă кунĕ (уйăхĕ, çулĕ), çуралнă вырăнĕ çинчен сведенисем ылмашăннă-тăк, е документ юрăхсăра тухнăран усă курма май çук-тăк, паспорта улăштарма сăлтав пур.
Чылай вăхăт иртрĕ пулин те, çĕршывра, çав шутра пирĕн районта та, 1974 çулхи СССР паспорчĕсемпе çÿрекенсем те сахал мар. Нумайăшĕ çĕнĕ документ илменнине тĕн ĕненĕвĕпе сăлтавлаççĕ. Çакă унта биометри кăтартăвĕсене кĕртмеллипе çыхăннă иккен. Анчах ку пачах тĕрĕс мар.  Чăннипе паспортра нимле биометри кăтартăвĕсем те çук, суя документ хатĕрлессинчен хÿтĕлекен элементсем кăна. Вĕсем паспорт хуçи çинчен нимле хушма информаци те пĕлтермеççĕ, унăн конституциллĕ прависене пăсмаççĕ. Асăрхаттаратпăр: палăртнă вăхăт пĕтиччен кивĕ паспорта çĕннипе улăштармасан административлă явап тыма, 1500-2500 тенкĕ таран штраф тÿлеме тивĕ.
Çĕнĕ паспорт илес е улăштарас текенсен Федераллă миграци службин районти уйрăмне килсе заявлени çырмалла, çурални çинчен ĕнентерекен свидетельство, 35х45 мм виçеллĕ икĕ сăн ÿкерчĕк тăратмалла. Тĕн ĕненĕвĕ пуçа хупламасăр çынсем умне тухма ирĕк памасть пулсан, сăн ÿкерчĕке çаплах ÿкерттерме юрать, анчах пит уçăмлă курăнмалла. Пĕрмаях куçлăхпа çÿрекенсен сăн ÿкерчĕкре те куçлăхпа пулмалла.
Паспортра обязательнăй майпа палăртмалли паллăсене ларттарма уйрăм документсем (çар билечĕ, 14 çула çитмен ачасен çуралнине ĕнентерекен  свидетельствăсем, граждансене пурăннă вырăнта регистрациленине çирĕплетекен документсем) кирлĕ.
Тĕп документа çухатнă е вăрланă тĕслĕхсенче çакă ăçта тата мĕнле лару-тăрура пулса иртнине ăнлантарса çĕннине хатĕрлесе пама ыйтса çырмалла. Çавăн пекех заявлени, патшалăх пошлинине тÿлени çинчен квитанци, 4 сăн ÿкерчĕк кирлĕ. Хушма документсем: çуралнине ĕнентерекен свидетельство, мăшăрлану е уйрăлу хучĕ, çар е профсоюз, е сунар билечĕсем т. ыт. те.
Çĕнĕ паспортсемпе граждансене тĕрлĕ тĕслĕхсенче 10 кун тата 2 уйăх хушшинче тивĕçтереççĕ.
Ан манăр: паспорта вăрланă-тăк, çакăн çинчен чи малтанах шалти ĕçсен пайне хыпарламалла, ку пĕлтерĕве йышăнни çинчен талон сирĕн алăра пулмалла.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 декабря 2009
00:00
Поделиться
;