Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Саккунлăхра пурăнма

Çын пурнăçра мĕнле правасемпе хуçаланма тивĕç; Вĕсемпе хăçан тата мĕнле усă курмалла;
Вăрнарти 29-мĕш училищĕре иртнĕ уйăхлăх право культурин шайне тата пĕлтерĕшне ÿстерес, Раççей Федерацийĕн право нормисемпе саккунĕсене вĕрентес кăна мар, çула çитменнисем йĕркене пăсассине асăрхаттарас тĕллеве те хускатнă.
Училище библиотекинче йĕркеленĕ «Çула çитмен çамрăк тата саккун» тематикăллă курав çÿлерех асăннă ыйтусене туллин хуравлама май панă. «Çын правине вĕренетпĕр», «Право датисен календарĕ» тата ытти папкăсен те вĕрентÿлĕхĕ пысăк.
Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн милицин участокри уполномоченнăйĕ И.Тихонова тата  çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен Д.Иванова инспектор вĕренекенсене саккунпа килĕшÿллĕн пурăнмаллине асăрхаттарнă. Вĕсем ирттернĕ «Саккун тата яваплăх» класс сехечĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе вĕсен тÿрĕ тивĕçĕсем çинчен калаçни пысăк усăлăх панă.
Класс руководителĕсемпе мастерсем те хăйсен ушкăнĕсенче çивĕч калаçусем йĕркеленĕ, обществăлла вырăнта харпăр-хăйне мĕнле тытмаллине, çынсем çине административлă явап хăçан хунипе ăнлантарнă.
Директор çумĕ О.Яковлева, общежити воспитателĕсем А.Алексеевапа С.Степанова саккунлăхпа çыхăннă мероприятисем ирттернĕ.
Наргиза Есбосынова тата Максим Григорьев вара Г.Приезжаева библиотекарь çамрăксенче гражданла патриотизм туйăмĕсене чĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ мероприятисенче çĕнтернĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 декабря 2009
00:00
Поделиться
;