Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕллехи уйăхсенче: тыр-пул шăпи

Хĕллехи уйăхсенче: тыр-пул шăпи

 

«Мураты» ял хуçалăх кооперативĕ иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕ, тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан 42-шер центнер пухса кĕртрĕ, тухăç енĕпе районта пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çĕр улми туса илессипе те çăкаллă-явăшсем кăтартуллă ĕçлерĕç, унăн лаптăкне 155 гектара çитерчĕç, тухăçне 202 центнертан ирттерчĕç.

 

Çĕнĕ çулта - çĕнĕ вăй-халпа

 

Çăкаллă-явăшсене хĕллехи уйăхсенче те тыр-пул шăпи канăç памасть. Халĕ ав кăрлач уйăхĕн сивĕ кунĕсем тăраççĕ пулин те, вĕсем тимлесех çуракине хатĕрленеççĕ. Мĕн пур йышши техникăна хĕл каçарма типтерлĕ хатĕрлесе лартнă. Тĕпрен илсен, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем çуракине хатĕр. Вăрлăхсене çителĕклĕ хывнă, вĕсене шăтаслăх енĕпе йăлтах ака стандартне лартнă.
Хуçалăх кашни çулах Çурçĕр Тинĕс Çар Флотне пысăк пахалăхлă çĕр улмие çĕршер тонна ещĕксемпе ярса тăрать. Кăçал та çак яваплă ĕçе çÿллĕ шайра ирттерес тесе трактористсемпе водительсенчен ятарласа ушкăн йĕркелерĕç: Анатолий Романов, Александр Федоров, Геннадий Иванов, Владик Волков, Борис Федоров, Михаил Владимиров, Михаил Бычков, Анатолий Алексеев  Çăкаллă Явăшри пилорамăра куллен вуншар фестметр йывăç çураççĕ, ещĕксем тума çÿхе хăмасем хатĕрлеççĕ. Ещĕксем тунă çĕре кашни кунах 15-20 çын хутшăнать. Вĕсем паянхи кун тĕлне 2 пин ытла ещĕк хатĕрлерĕç те ĕнтĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
13 января 2010
00:00
Поделиться
;