Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ХАЛĂХШĂН ТĂРĂШСА

Çĕнĕ çул кунĕсенче юр чарăнмасăр тенĕ пек çуса тăни Пăртас ял тăрăхĕнчи халăха нимĕн чухлĕ те чăрмав кÿмерĕ. Урамсене кăçал та йĕркеллĕ тасатса тăраççĕ, çулсем яп-яка, кăмăллăн пĕлтереççĕ ку енче пурăнакансем. Çакă ял администрацийĕ çулсемпе урамсене юртан хырса тăрас ыйтупа малтанах тĕллевлĕ ĕçленин çимĕçĕ тесен тĕрĕсрех пулĕ. Халăхшăн питех те кирлĕ çак ĕçе пурнăçласа тăма администраци И.Куликов генеральнăй директор ертсе пыракан «Вурнарыдорстрой» акционерсен обществипе тата «Вурнарская» МСО акционерсен обществипе (директорĕ И.Сандомиров) килĕшÿ тунă.
«Вурнарыдорстрой» ĕçченĕсем, Валерий Федоров тракторист, Анатолий Романов грейдерист тата КДМ водителĕ Вячеслав Иванов, Вăрнар - Вăрманкас çул пăрăнăçĕнчен пуçласа Вăрман Шăхаль ялĕ патне çитиччен асфальт сарнă 20 километра яхăн çула юртан хырса, пăхса-асăрхаса тăраççĕ. Вĕсемех Кĕперлĕ Кÿлхĕрри ялĕнчи урама тирпейлĕ тытассишĕн те яваплă.
«Вурнарская» МСО тракторисчĕсем Сергей Капралов тата Владислав Дмитриев Пăртас, Волонтер ялĕсенчи, Çарăклă разъездĕнчи урамсене юртан хырассипе тимлеççĕ. Сăмах май, кунти пĕтĕм урамсен тăршшĕ 28 километра яхăн.
Хастар механизаторсем ирхине 4-5 сехетрен пуçăнса кун каçиччен хĕрÿ ĕçре. Тĕп урамсене кăна мар, пĕчĕк тăкăрлăксене те юртан лайăх хыраççĕ.
- Çак пархатарлă ĕçре пире ял поселенийĕн депутачĕсем те пулăшаççĕ, - пĕлтерет Пăртас ял администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Петров. - Акă, Пăртасри Вячеслав Кузьмин, Александр Сканьков, Анатолий Андреев, Людмила Иванова, Волонтерти Алексей Спиридонов урамсене юртан хыракан трактористсен ĕçне тата пахалăхне çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
13 января 2010
00:00
Поделиться
;