Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хатĕрленÿ ĕçĕсем малалла пыраççĕ (Халăх перепиçĕ - 2010)

Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçне хатĕрленес ĕç районта малалла пырать. Ку енĕпе чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри - çуртсен списокне туса хатĕрлесси. Çак ĕçе пур çĕрте те йĕркелесе çитернĕ. Ку перепиç ирттернĕ чухне халăх йышне тĕрĕс палăртма май парать.
Çуртсен списокне хатĕрленĕ чухне регистраторсем картографи материалĕсене те тĕрĕсленĕ. Пухăннă информаци 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри  халăх перепиçне ирттермелли йĕркелÿ планне хатĕрлемелли тĕп никĕс пулса тăрать. Çак даннăйсем тăрăх район территоринчи ялсене çырав, инструктор тата шутлав участокĕсем çине пайлаççĕ.
Халăх перепиçне ирттерме Вăрнар район территорийĕнче ятарлă план тунă. Унпа килĕшÿллĕн районта 6 çырав, 24 инструктор тата 97 шутлав участокĕсем йĕркеленĕ.
2009 çулта ачасем хушшинче Пĕтĕм Раççейри  халăх перепиçне халалласа «Манăн кил - Чăваш ен» темăпа творчество ĕçĕсен конкурсĕ иртнĕ. Пурĕ конкурса 195 ĕç тăртнă. Çав шутра пирĕн районтан - 2 ĕç. Вĕсене Уравăшри вăтам шкулта вĕренекен Анастасия Ермошкинапа Снежана Ермошкина хатĕрленĕ. Вĕсем призлă вырăнсене çĕнсе илеймен пулин те, хавхалантаракан парнесене тивĕçнĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
13 января 2010
00:00
Поделиться
;