Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кÿршĕсем пулăшнă (01 служба пĕлтерет)

Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пĕрремĕш пушар январĕн 5-мĕшĕнче Шуркасси Ишек ялĕнче алхаснă. «Хĕрлĕ автан» хăйĕн хаяр сассине пани çинчен пушар сÿнтерекенсене ирхине 8 сехет иртсен пĕлтернĕ. Электропроводкăн кĕске замыканине пула тухнă вут-çулăм пĕр хуçалăхра мунчана юрăхсăра кăларнă.
«Анчах унтан та хăрушăрах инкек Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче Вăрнарта тухма, темиçе çын пурнăçĕ татăлма пултарнă», - пĕлтереççĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем. Вăрнарта пĕр хваттерте пурăнакансене, тĕрĕссипе, кÿршĕсем пулăшу вăхăтра чĕнни кăна инкекрен çăлса хăварнă.
Çĕнĕ çулăн иккĕмĕш кунĕ - кил хуçисен уяв кăмăл-туйăмĕ хĕрсех пынă. Вĕсем плита çине апат лартнă, анчах «хаяррипе ĕнтĕркенĕскерсем» хăйсем çывăрса кайнă. Савăт вĕриленсе хĕрсе кайнă, хваттере тĕтĕм сарăлма пуçланă. Юрать-ха, кÿршĕсем çакна хăвăрт сиснĕ, пушар чаçне васкавлăн шăнкăравланă. Пушар сÿнтерекенсем вăхăта сая яман, тĕтĕмленнĕ хваттере балкон урлă кĕнĕ, унтан тăватă çынна кăларнă. Енчен те кÿршĕсем килте пулман-тăк е ытти сăлтавпа никам та япăххине сисмен-тĕк, калама та йывăр - мĕнпе вĕçленетчĕ тимсĕрлĕх;
Уяв хыççăн уяв. Хăшĕ-пĕрисен асăрханулăх çинчен шутлама та вăхăт çук. Çÿлерех асăннă пек хăрушă самантсем ан пулччăр тесен çак тапхăрта тимлĕхе вăйлатмаллине асăрхаттараççĕ патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕсем.


"Çĕнтерÿ çуле"
13 января 2010
00:00
Поделиться
;