Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лавкка кассине хăй енчĕкĕпе пăтраштарнă (Суд тенкелĕ çинче)

Кунсерен алă витĕр чылай укçа тухни, пĕрмаях куç умĕнче пулни - чăн-чăн илĕртмĕш вĕт. Çемçе чĕрелли кассăна алă «чиксе ямасăр» чăтаймасть. Çапах та укçа шута юратать те, мĕн чухлĕ «ураланни» хăвăрт тăрă шыв çине тухать-çке. Янтă укçапа илĕртĕнни кайран хакла ларать те, анчах лавкка кассине хăй енчĕкĕпе пăтраштаракан сутуçăсем пурпĕрех тупăнаççĕ.
Кăçалхи май уйăхĕн 19-мĕшĕнче, акă, Калинино райповĕн экономисчĕпе товаровечĕ Çĕньялти лавккара пурлăх инвентаризацине ирттернĕ. Тĕрĕслевçĕсем кунта темиçе çитменлĕх те тупса палăртнă: 24943 тенкĕлĕх тавар йĕп пекех çухалнă, - усă курмалли срокĕ иртсе кайнă тавар та 3672 тенкĕлĕх выртнă.
Саккуна пăсни çинчен пĕлтернĕ май, Калинино райпо Канашĕн председателĕ Çĕньялти лавкка заведующине явап тыттарма ыйтса июнĕн 4-мĕшĕнче шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайне заявлени çырнă. Çакăн хыççăн ку преступлени тăрăх следстви ĕçĕсем пуçланнă.
35-ри Д. Калинино райповĕн Çĕньялти лавккинче кăçалхи январьте кăна-ха заведующи пулса ĕçлеме тытăннă. Ял çыннисене тĕрлĕ таварпа пĕчченех тивĕçтернĕ май, пĕтĕм пурлăхшăн вăл яваплă пулнă. Апрельте ирттернĕ ревизи вăхăтĕнчех унăн 10816 тенкĕ тухман. Çакна хĕрарăм ял халăхне укçа тÿлевсĕр (парăмла) апат-çимĕç, япаласем парса янипе ăнлантарнă. Ку укçана вăл паллакансенчен кивçене кĕрсе саплаштарнă-ха. Анчах парăма каялла тавăрмалла-çке - хĕрарăм каллех лавкка кассине кĕрсе кайнă. Кунсăр пуçне çынсене тÿлевсĕр тавар салатма та пăрахман. Хăйне  те кÿрентермен вăл: кунсеренех çăкăр, кĕрпе, пулă-кăлпасси тата ыттине те киле йăтса кайнă, укçине кассăна хурса хăварма «маннă».
Çапла май уйăхĕн 19-мĕшĕнче ирттернĕ инвентаризаци вăхăтĕнче Д.-н каллех пысăк суммăлăх пурлăх тухманнинчен тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ. Следстви тапхăрĕнче те, суд залĕнче те хĕрарăм хăйĕн айăпне туллин йышăннă, ÿкĕннине пĕлтернĕ, тăкака пĕтĕмпех тавăрма шантарнă.
Вăрнар район сучĕ лавкка заведующине 2 çул та икĕ уйăхлăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă, тĕрĕслев тапхăрĕ - 1 çул.


"Çĕнтерÿ çуле"
13 января 2010
00:00
Поделиться
;