Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спортсменсемшĕн кану çук

Çĕнĕ çул каникулĕ валли ятарласа хатĕрленĕ программа тăрăх 2010 çулхи спорт мероприятийĕсен черетне сĕтел çи теннис турнирĕ уçнă. Ăна Ярмушкара пурăннă, çак спорт тĕсĕн аталанăвне сумлă тÿпе хывнă, темиçе хутчен район чемпионне Федор Соколова асăнса ирттернĕ.
Улттăмĕш хутчен йĕркеленĕ турнир ытти çулсенчен нумайрах спортсмена пуçтарнă: 45 арçынна тата 5 хĕрарăма. Вĕсем хамăр районтан кăна мар, Çĕмĕрле тата Шупашкар хулисенчен те килсе çитнĕ.
Ф.Соколовăн мăшăрĕ Маргарита Николаевна çамрăксене юратнă çыннине манманшăн, вăл килĕштернĕ спорт тĕсне малалла та аталантарнăшăн тав тунă. Андрей ывăлĕ вара яланхиллех чи хастар вылявçĕсен ретне тăнă.
Хĕрÿ тупăшура арçынсем хушшинче малти вырăнсене кăçал та хапăссем, Николай Есенцев тренерăн вĕренекенĕсем, çĕнсе илнĕ: Михаил Иванов, Василий Иванов, Сергей Арбузов.
Хĕрсенчен Дарья Феофанова (Шупашкар), Алиса Ржанова (Кÿлхĕрри) тата Настя Канькина (Хапăс) палăрнă.
 
Январĕн 6-7-мĕшĕсенче Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулăн, физкультурăпа спорт комплексĕн тата 29-мĕш професси училищин спорт залĕсем волейболистсене йышăннă. Çамрăксем хушшинче иртнĕ турнира поселокри «Друзья», «Молодежь», «Искра», Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Калининăри, Çĕрпелти, Малти Ишекри вăтам шкулсен, Ершепуç, Кульцав ял поселенийĕсен, Кăкшăм ялĕн, ял хуçалăх техникумĕн тата 29-мĕш професси училищин командисем хутшăннă.
Икĕ кунхи вăйă кăтартăвĕсемпе чемпион ята Çĕрпел шкулĕн команди çĕнсе илнĕ. Вăрнарти «Друзья» тата Малти Ишекри шкул командисем - кĕмĕл тата бронза призерсем.
 
Иртнĕ эрнекунпа шăматкун Шупашкарта сĕтел çи теннис енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕн йĕркипе финала тухассишĕн йĕркеленĕ турнирта район чысне Василий Иванов, Михаил Иванов, Анатолий Арбузов, Григорий Тикинев, Дима Ергаев тата Сергей Политов хÿтĕленĕ. Шел вĕсем çĕнтерÿçĕсен йышне лекеймен.
 
Канмалли кунсенче çавăн пекех шкул ачисем ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн уçă первенствинче йĕлтĕрпе чупса тупăшнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
13 января 2010
00:00
Поделиться
;