Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăрăшуллисем - Президент стипендиачĕсем

- Президент стипендийĕ тата тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарать, - пĕлтерет пирĕн ĕçтешĕмĕр Лина Тимофеева печатница, республикăри пине яхăн мал ĕмĕтлĕ çамрăксен йышне лекнĕскер.
«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн типографийĕнче вăл тăхăр çул тимлет. Пичет ĕçне хăй тĕллĕн алла илнĕ пулин те ăсталăхĕ çивĕч унăн. Тăрăшуллă, тимлĕ. Иртнĕ çул ăна Вăрнар районĕн Хисеп грамотипе те чысланăччĕ.
Лина Тимофеева - Чăваш ен Президенчĕн 2010 çулхи стипендиачĕсенчен пĕри. Районтан кăçал ăна пирĕн ĕçтешĕмĕрсĕр пуçне тата вуниккĕн тивĕçнĕ:
Любовь Андреева - 29-мĕш професси училищин студентки*
Егор БЫКОВ - Хапăсри вăтам шкулта вĕренекен*
Надежда ВАНЮШИНА - Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен*
Анна ГРИГОРЬЕВА, Оксана КОРМУШКИНА, Мефодий ПАВЛОВ, Мария ПОПОВА, Инга ТИМОФЕЕВА - Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем*
Наталия ИВАНОВА - 29-мĕш професси училищин методисчĕ*
Ольга НИКОЛАЕВА - Хирпуç шкулĕнчи музыка учителĕ *
Дмитрий НИКОЛАЕВ - «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн слесарь-электрикĕ*
Андрей ОСИПОВ - Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн тракторисчĕ*
Денис ТИМОФЕЕВ - ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн воспитанникĕ.
Стипендиатсен йышĕнче çавăн пекех пирĕн районтан тухнă паллă çамрăк спортсменсем Екатерина Горбуновапа Татьяна Макарова та пур.
Мал ĕмĕтлĕ, хастар, пултаруллă çамрăксене патшалăх енчен пулăшасси, хăйсен пултарулăхĕпе туллин усă курма майсем туса парасси республикăра тытса пыракан политикăн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Ку ĕç çулсерен лайăхланса пырать. 1994 çулта акă Президентăн ятран паракан пĕрремĕш стипендине çирĕплетнĕччĕ. 2002 çулта Чăваш Республикинчи çамрăксене патшалăх енчен пулăшассине вăйлатмалли мерăсем çинчен калакан указĕпе килĕшÿллĕн çулсерен паракан стипендисен шутне пине çитернĕ.
Наукăри, вĕренÿри ÿсĕмсемшĕн, производствăра, управлени ĕçĕ-хĕлĕнче тата ытти сферăра палăрнăшăн Президент стипендиачĕсем уйăхсерен пĕр пин те 830 тенкĕ илсе тăрĕç.
2003 - 2009 çулсенче Чăваш ен Президенчĕн ăнтăлушăн паракан стипендине Вăрнар районĕнчи 87 çамрăка панă.
«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕнчен стипендие тĕрлĕ çулсенче Светлана Чикмякова яваплă секретарь, Ирина Яковлева пай редакторĕ, электронлă наборпа компьютер версткин операторĕ Инга Иванова, производство пайĕн начальникĕ Ирина Андреева тивĕçнĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
13 января 2010
00:00
Поделиться
;