Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тепĕр спорт мастерĕ хушăнчĕ

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавательне Галина Павлова ăста йĕлтĕрçĕне районта пĕлмен çын çук. Юлашки çулсенче хĕллехи полиатлонра вăл уйрăмах пысăк çитĕнÿсем турĕ. Ултă çул республика чемпионĕн ятне алăран вĕçертмерĕ. Пĕтĕм Раççейри, тĕнче кубокĕсен çĕнтерÿçи, призерĕ.
Пĕлтĕр Хансы-Манси автономи округĕнчи Сургут хулинче хĕллехи полатлон енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура акă вăл чи вăйли пулма пултарчĕ, тĕнче класлă спорт нормативне ирттерсе пурнăçларĕ, Раççей чемпионĕ тата абсолютлă чемпион ятсене тивĕçлĕн çĕнсе илчĕ.
Иртнĕ кĕçнерникун Шупашкарта иртнĕ Раштав чупăвĕсенче вăл бронза призер пулса тăнă. Кунсăр пуçне ăна çак ăмăртура чаплă лару-тăрура «Хĕллехи полиатлон енĕпе спорт мастерĕ» ята парса чысланă. Каласа хăвармалла, ку енĕпе çак сумлă наградăна пирĕн районтан тивĕçекен пулман. Çуллахи полиатлонра спорт мастерĕ пур, вăл - Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн  преподавателĕ Александр Созонов.


"Çĕнтерÿ çуле"
13 января 2010
00:00
Поделиться
;