Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ĔМĔР САККИ САРЛАКА... (Район çыннисем)

тетпĕр те, анчах... Анчах унăн тăршшĕ-сарлакăшĕ тĕрлĕрен пулать. Е кĕске, е пит кĕске, е ансăр, е вăрăм, е ытла та вăрăм... Çапах пурнăç тăршшĕне пурăнса ирттернĕ çулсен шучĕпе кăна виçни тĕрĕсех мар пек.
Пĕр 40 çул каялла çуралнă юррăн сăмахĕсене илсе кăтартас килет.
Понимаешь, мама, я учитель,
Я вхожу, бледнея, в класс.
Это мне их поручили -
Сорок душ и восемьдесят глаз...
Çакăнта пичетленĕ сăнÿкерчĕке пăхса сирĕн çамрăклăха та аса илтерес килет. Çакăн евĕр сăнÿкерчĕксене сăнаса ларнă чухне эсир ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне, вĕсем хăйсене еплерех тытнине, мĕнле вĕреннине астуни, каласа пама пултарни питĕ хисеплĕ. «Акă, кусем вăхăтсăр çĕре кĕчĕç, кусен пурнăçĕ ăнăçрĕ, лайăх пурăнаççĕ, ку вара...».
Паллах, «40 душ и 80 глаз» хушшинче савăнăç та, кÿренÿ те пулнах. Вĕрентекен калашле, лайăххи нумайрах пулни савăнтарать.
1920-мĕшĕнче кăрлач варринче çуралнă вăл. Чăрăш Шĕнерте, хресчен çемйинче. 1939 çулта, вун тăххăрта, Нурăсри учительсем хатĕрлекен училищĕрен вĕренсе тăхнă. Тăван ялта пуçламăш класс ачисене вĕрентме пуçланă. Çур ĕмĕр хушши районти шкулсенче тăрăшнă (Чăрăш Ишек, Малти Ишек, Шăхаль...). Чăрăш Ишек шкулĕн пуçлăхĕнче, Малти Ишекри вăтам шкулăн директорĕнче (1942-1949) ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. 1949 çулта РОНО аппаратне инспектора куçарнă.
Вăрçă çулĕсем... Хыççăнхисем... Тăнласа пăхар-ха ветеран сăмахне. «Кун-çул шăпине суйласа илнĕ. Ĕçре чуна парса тăрăшнă. Çумăра та çил-тăманлă çанталăка пăхмасăр Нурăса (пилĕк çухрăм), Малти Ишеке (вунпилĕк), Вăрнара (çирĕм çухрăм) утаттăм. Ĕшенсе лĕнчĕрленмен. Никама та çăмăл марччĕ. Çула тухсан çуран танкăшнă. Нихăçан та хама телейсĕр тесе шутламан».
Ку - 90 çулхи Екатерина Михайловнăн ялан калакан сăмахĕсем.
Учительте хам та чылай çул ĕçленĕрен опыт пухас тĕллевпе Екатерина Михайловна урокĕсенче пĕрре мар ларнă. Вăл та ман уроксенче пулнă. Мана тĕрлĕрен сĕнÿсем паратчĕ. Уроксенче хама хăнари пек ырă туяттăмччĕ. Унăн класĕнче ачисем хушшинче пĕр-пĕринчен вăтанасси-шикленесси çукчĕ. Учитель сасă хăпартнине нихăçан та асăрхаман.
Аса илÿсем... Пĕрремĕш учительницăна нумайăшĕ иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хураççĕ. Тĕрĕсех пуль. Çаплах ĕнтĕ. Пурнăçĕнчен вăхăтсăр уйрăлнă пирки эпĕ аннепе нумай пурăнайман. Астăватăп: шкула кайичченех Екатерина Михайловнăн кĕпинчен çатăр тытса çÿреттĕмччĕ. Вăл мана ырă-ăшă сăмахсем калатчĕ. Маншăн вăл пĕрремĕш анне пекех пулнă. Эпĕ ăна ĕмĕрлĕхе пуç тайса тав тăватăп!
Пĕррехинче шкула уроксене хатĕрлемесĕр кайрăм. Екатерина Михайловна сиснĕ. Мана маларах ура çине тăратрĕ. Учительница ман çине пăхрĕ те... Мĕнлерех пăхрĕ-ши вăл ман çине; Хаяррăн та мар, ятлас шухăшпа та мар... Пĕр сăмах та каламарĕ, ятламарĕ те. Анчах çав куçсем паян кун та асра!
Ача вăл - ачах. Пĕррехинче темиçен шкул пахчине вăрттăн кĕтĕмĕр. Пиçнĕ чие çырли илĕртнĕ. Çаврăнса пăхатпăр та хыçра Екатерина Михайловна тăра парать.
- Ачасем, - терĕ, - эсир пачах япăх ачасем мар. Анчах ют пахчана вăрттăн кĕме юрамасть. Туратсене авса-хуçса пĕтерес марччĕ. Эпир вĕсене пулăшсан, упрасан, вĕсем те пирĕншĕн тăрăшĕç. Айтăр-ха, пиçнĕ çырласене пĕрле пуçтарар, пĕрле çийĕпĕр...
Пире, çăвара шыв сыпнăскерсене, каллех чун кĕчĕ. Мĕнле манăн ăша ларнă сăмахсене;
Паллă педагогăн Антон Семенович Макаренкăн вĕрентĕвне халĕ, манăç саманинче, асăнсах каймаççĕ. Пирĕн вăхăтра «Марш тридцатых годов», «Педагогическая поэма» кĕнекесене вуламан çын питĕ сахал пулнă. Макаренко опычĕ: çын вăл - çын, ача-и, ватă-и, вăй питти этем-и - чи малтанах вăл çын. Ăна кăмăллама, ăнланма, пурнăçа вĕрентме пĕлмелле, пурнăçа тĕрĕс пурăнса ирттерме пулăшмалла.
Екатерина Михайловна çынна ăнланма пултарни, тĕрĕс пурăнма вĕрентни куç кĕрет. Вăл халăх хушшинче ялан ырă ятра. Ăна тăтăшах ял Совет депутатне суйланă. Тăхăр çул районти халăх сучĕн, Чăваш АССР Аслă сучĕн заседателĕнче ларнă. Темиçе хутчен учительсен съезчĕсен делегачĕ пулнă. Çирĕммĕш ĕмĕрте пайтах-пайтах хĕрарăм вăрçа пула мăшăрсăр юлса асапланчĕ. Çемьешĕн тата Тăван çĕршывшăн икĕ-виçĕ хутлă çĕклем йăтса ĕçлерĕ. Вĕсен сăмахпа хаклайми паттăрлăхĕ, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчи тасалăхĕ, сăпайлăхĕ, вĕсем чыс-хисепе, тивĕçлĕхе çав таран çÿлте тытма пултарнийĕ чăннипех те тĕлĕнтерет. Пирĕн очерк геройĕ - шăпах çак ретрен. Ывăлне пĕччен пăхса çын турĕ. Николай Долгов - ăста баянист, музыкант. Пенсие тухичченех районти культура çуртĕнче пултаруллă ĕçлерĕ. Кинĕ, Галина, ăста юрăçă. Мăнукĕсем маттур çитĕнеççĕ.
Екатерина Михайловна самантлăха та ĕçсĕр лармасть. Килхушши тулли сурăх, кайăк-кĕшĕк тытать. Пахчинче мĕн кăна туса илмест пулĕ: иçĕм çырли - виноград - таранах! Çаранне хăй çулса тирпейлет. Çĕр улми кассинче нăрă усрамасть. Çава-кĕрепле йăтса кÿршĕсене пулăшма ÿркенмест. Вăрмана кăмпа-çырлана çÿрет. Сурăх кĕтÿне хăй пăхать. Вăрмантан хăрăк вут-шанкă йăтать. Татса-çурса тирпейлет. 90 çулхи кинеми калунпа юман каскисене çурнине хам куçпа куртăм. Паянхи куна алла туя тытас шухăшĕ çук.
- Аптрамастăп-ха, - терĕ, - тепĕр вунă çултан 100 урлă каçса курас кăмăл пур. Пÿрт çивитине çĕнетес тетĕп. Хĕçтимĕр туянма тивет. Тăвансемпе калаçса татăлнă ĕнтĕ. Газ кĕртсе пачĕç. Çенĕк стенисем çÿхерех пек, кирпĕчпе туртса хулăнлатас килет. Çак çулла ĕлкĕретĕп пулĕ-ха...
Пурнăçа çĕнетме ĕмĕтленет ватă çын. Пирĕн ăна ăмсанмалли çеç юлать.
Мĕн-ши вăл - телей; Мĕнле-ши телейлĕ пурăнан пурнăç; Ку ыйту  çине гениллĕ Сократ та, Гамлет та тулли хурав парайман. Хуравне, ахăртнех, Е.М.Костина евĕрлĕ «рядовой» çынсем тупасшăн...
Пурнăçа ăна çулсемпе çеç мар, пурăннă вăхăтра тунă ĕçсемпе хăвна мĕнле хакланине виçмелле пуль.
Хисеплĕ Екатерина Михайловна! Юбилей кĕрекинче эпир те сирĕнпе пĕрле. Сирĕн пурте çителĕклĕ. Эсир мĕнпур тĕлĕшрен пуян. Тепĕр вунă çултан сире 101 çула кайнипе саламласчĕ!


"Çĕнтерÿ çуле"
16 января 2010
00:00
Поделиться
;