Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Суя продукци сывлăха сиен кÿрет

Нимле çирĕп мерăсем те суя тавара лавкка сентрисем çинчен тĕпĕ-йĕрĕпех тасатаймаççĕ. Ку патшалăхшăн та, тÿрĕ кăмăллă сутуçăсемшĕн те экономикăри чи кăткăс ыйтусенчен пĕри. Апла пулин те паянхи кун та контрафактлă продукци - чи малтанах эрех-сăра, апат-çимĕç, эмелсем, парфюмерипе косметика - туянакансен сывлăхне сиен кÿрес хăрушлăх çивĕч тăрать.
Потребительсен рынокĕн Департаменчĕн кăтартăвĕсем тăрăх, пĕлтĕр кăна Мускавра япăх пахалăхлă алкогольпе наркăмăшланнă 6 пин тĕслĕх пулнă, пин ытла çын вилнĕ. Хăш-пĕр специалистсем хушшинче кашни иккĕмĕш кĕленче контрафакт текенсем те пур. Тĕп хулара анчах мар, тĕрлĕ регионсенче те лару-тăру çакнашкалах. Халĕ шурă эрех е йÿнĕ хĕрлĕ эрех пахалăхĕ кăна мар иккĕлентерет, хаклă коньяксемпе ытти эрехсене туяннă чух та кĕленчене мĕн яни çинчен шутлама тивет.
Кăçал Самара хулинче, акă, «Ашан» гипермаркетра планпа пăхман тĕрĕслев вăхăтĕнче 2 пин ытла суя коньякпа шурă эрехе тупса тавар çаврăнăшĕнчен кăларнă. Тĕлĕнмелле те, коньяк кĕленчисенчи шĕвеке хăйĕн кăтартăвĕсен кура коньяк теме нимле те май çук. Пĕчĕк лавккасенче-и, пысăккисенче-и - суя апат-çимĕç те тем чухлех. Чей-кофе, канфет-премĕк, пирожнăйсем, печенисем - ку продуктсене ачасем ытларах çинине пĕлсе тăрса пахалăх çинчен шутламаççĕ.
Суя эмелсем Раççейĕпех анлă сарăлни тата хăрушăрах. Ку кăткăс ыйту çĕнĕ мар: çакнашкал криминаллă бизнес тĕнчипех шар кăтартать, анчах хуçисене пысăк тупăш парать (наркотиксем тата хĕç-пăшал саккунсăр çаврăнăшĕ хыççăн виççĕмĕш «вырăн» йышăнать). Йĕрке хуралçисен кăтартăвĕсем тăрăх, эмел рынокĕнче 10 проценчĕ - суя продукци, ытларах - йÿнĕ препаратсем (парацетамол, супрастин пеккисем).
Парфюмерипе косметикăна та (лаксем, кремсем, духисем т. ыт. те) паян хăть ăçта тупса илме пулать: çул урлă каçмалли вырăнсенче, пасарсенче, интернет-лавккасенче. Специалистсем çак вырăнсенче ку продукцие пачах туянма сĕнмеççĕ, мĕншĕн тесен 90 проценчĕ - контрафакт.
Каламасăрах паллă: хăть мĕнле суя продукци те хăрушă. Пахалăхсăр апат-çимĕç организма наркăмăшлантарать, эмелсем сыватас вырăнне мар сывлăха тĕпĕ-йĕрĕпех пĕтереççĕ. Тата суя косметикăпа усă курнă хĕрсем, хĕрарăмсем тухтăрсем патне аллергипе, конъюктивитпа, ÿт чирĕсемпе аптăраса килеççĕ. Кунсăр пуçне тĕрлĕ кремсемпе ÿте хăрушă пĕçертсе янисен те чылай сипленме тивет, анчах малтанхи илеме тавăраймăн.
Тĕрлĕ продукцие туяннă чух ултавлă тавара мĕнле пĕлмелле-ха; Чи пĕрремĕш сĕнÿ - ăçта килнĕ унта нимĕн те ан туянăр, çав шутра - эрех-сăра, апат-çимĕç т. ыт. те. Суя эмелсем нумай чухне пĕчĕк аптекăсенче, киосксенче, тĕл пулаççĕ. Ку суту-илÿ вырăнĕсенче врач рецепчĕсĕр усă курмалли эмелсене кăна сутма юрать. Парфюмерипе косметикăна та ятарлă лавккасенче е аптекăсенче туянни шанчăклă.


"Çĕнтерÿ çуле"
16 января 2010
00:00
Поделиться
;