Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тарăн юрта ашар мар, анчах ăçта-ши тротуар

«Çул-йĕр хыракан-тасатакансен каникул халь те вĕçленмен-ши; Ленин урамĕн леш вĕçнелли çулĕсем ытла хăрушла-çке. Тротуарĕ - пĕр çын утса иртмелĕх кăна. Коляска-çунашка тĕкекенсем мĕнлерех нуша кураççĕ...» - редакцие шăнкăравланă ватă арçын чылайччен пăшăрханса-кулянса калаçрĕ.
 Декабрь вĕçĕнче - январь пуçламăшĕнче çуса лартнă юр чăнах та çул-йĕр хуçалăхĕсен тата коммуналлă службăсен проффессионализмне хытах тĕрĕслерĕ. Шел те, анчах вĕсем çак экзамена «пиллĕклĕх» тытрĕç тесе ниепле те калаймăн.
Çак кунсенче юнашарти Красноармейски районĕнче пулма тÿр килчĕ. Салари çула, çав шутра тротуарсене те, тÿрĕ чунтан хырса тасатнă: автомашинăсем те, çынсем те чăрмавсăр çÿреççĕ. Пирĕн вара;..
Поселокăн тĕп урамĕсем такана евĕр. Вĕсем айăккисене хырса тултарнă юр хÿмисемпе метршар ансăрланаççĕ кăна мар,  вырăнăн-вырăнăн чăн-чăн катока, лаптăкăн-лаптăкăн автораллин ятарлă çулсăр участокĕсене аса илтереççĕ. Халĕ сивĕ тăнă çанталăкра çапла нушаланатпăр та, кăшт ăшăтсан «пăтăра» мĕнле çăрăлăпăр-ши;  Унчченхи çулсенче Вăрнарта юрпа грейдерсем «кĕрешнĕ» чухне çакнашкал ÿкерчĕксем пулман. Халĕ вара;..
Тротуарсем хăйсен тÿрĕ тивĕçне пурнăçлама пăрахрĕç - вĕсем вăрах «канура». Юрлă хĕлле нумайăшне хăйĕн çемçе тÿшекĕ айне турĕ. Çур уйăх иртрĕ пулин те Комсомольски, Советски, Ленин  тата ытти урамсенчи  центран аякрарахри лаптăксенче вĕсене вуçех те хырман.  Вырăн-вырăнпа халăх хăй тротуар хывма хăтланнă йĕрсем курăнкалаççĕ, кĕске сукмаксем çынсене ирĕксĕртен автомобиль çулĕсем çине илсе тухаççĕ. Капла ачасемпе ваттисем кăна мар, эпир пурте хăрушлăха кĕрсе ÿкместпĕр-и-ха; Тепĕр чухне çилпе тупăшса вĕçтерекен автомашинăсенчен пăрăнса юлма та хĕн.
Редакцие шăнкăравланă арçын тĕпрен илсен поселокăн леш вĕçĕнче пурăнакан халăхшăн пăшăрханчĕ. Ансăр тротурпа хирĕç килекен çынна юр ашмасăр ирттерсе яраймастăн. Варрипе хырса пăрланнă çул пурне те шутарса ÿкерме хăтланать, коляска-çунашкасемпе çÿреме кансĕрри пирки калама та кирлĕ мар.
Кĕске вăхăтра нормăран ирттерсе ÿкнĕ юр коммуналлă службăсене те алла кĕреçе тытма чĕнет. Раççей Президенчĕ уявсем вăхăтĕнче вĕсене тимлĕ пулмаллине, уйрăмах  çуртсен тăррисене юртан, пăрсенчен вăхăтра тасатмаллине аса илтерчĕ. Тĕп хулара ку енĕпе хастарлăх кăтартаççĕ-ха. Çывăх вăхăтра пирĕн нумай хутлă çуртсем те юр пусăрăнчăкĕнчен хăтăласса шанас килет те.
Хĕл кăмăлне пĕлме йывăр. Метеопрогноз та лăплантармасть: çывăх вăхăтра çил-тăмансем татах пулассине асăрхаттарать. Эппин, яваплă службăсен юрпа кĕрешессине пĕр самантлăха та чакарас марччĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
16 января 2010
00:00
Поделиться
;