Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вулакансем пысăк хак пачĕç (2010 - Вĕрентекен çулталăкĕ)

Чăваш енри вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕ çирĕплетнĕ Иван Ивник  ячĕллĕ литература премине илме тивĕç пулнă паллă таврапĕлÿçĕ, Мăн Явăшри вăтам  шкулти Ĕçпе Çар мухтавĕн музей директорĕ, Чăваш Республикин халăха вĕрентес ĕç  отличникĕ, çамрăк ăрăва çарпа патриотизм майлă воспитани парас  енĕпе 7 кĕнеке пичетлесе кăларнă Владимир Иванович Толстов çыравçă çак кунсенче Мăн Явăшри библиотекăра вулавçăсемпе тĕл пулчĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 65 çул çитес умĕн Владимир Иванович Толстов çыравçă вулакансене çарпа патриотизм темипе çырнă «Наши земляки - воины отличники» ятлă çĕнĕ кĕнеке парнелерĕ.
Вулавçăсен тĕл пулăвĕнче çитĕннисемпе шкул ачисем авторăн кĕнекисене тĕплĕн тишкерсе тухрĕç, унăн пултарулăхне пысăк хак пачĕç.
- Владимир Толстовăн юлашки вăхăтра пичетленсе тухнă кĕнекисене пĕтĕмлетсе çакна калас килет: хайлавĕсем, вăл е ку темăпа çырнине пăхмасăр, ырă кăмăлпа, ытарлă сăнарлăхпа, истори чăнлăхĕпе, наци сăн-сăпатлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Вĕсенче - геройсен хутшăнăвĕсемпе сăнарлăхĕсенче - Явăш тăрăхĕнче ÿссе çитĕннĕ çынсем. Произведенисен чĕлхи уçăмлă та сăнарлă, илемлĕ те янăравлă, - терĕ тĕл пулура Иван Александрович Федоров вулавçă.
- Владимр Иванович Толстов - документлă очерк жанрĕпе ăста та тухăçлă ĕçлекен çыравçăсенчен пĕри, - тесе палăртрĕ Мăн Явăшри библиотека заведующийĕ Эльвира Васильевна Петрова. - Хăйĕн хайлавĕсенче вăл пурнăçа тарăннăн уçса пама, ыррипе усаллине çийĕнчех асăрхама, ăна тĕрĕс хаклама, çыннăн шалти хусканăвне, унăн психологине, философилле шухăш-туйăмне тĕплĕн сăнласа пама пĕлет. Мĕн чухлĕ этем шăпипе паллашмастпăр, мĕнле лару-тăрура пулмастпăр пулĕ Владимир Ивановичăн хайлавĕсене вуланă май. Вĕсенчи сăнарсем нумайлăха асра юлаççĕ, чун-кăмăла хăвăрт савăлланса кĕрсе вырнаçаççĕ. Çакна «Паттăрсен йĕрĕпе», «Сарлака ман юратнă çĕршывăм», «Ачалăхпа вăрçă çулĕсем хĕресленчĕç» кĕнексене вуласа тухсан та яр уççăн туйса илетĕн.
Пурнăçри геройсене тупса палăртас тĕллевпе Владимир Иванович нумай ĕçлет. Шырать, тĕрлĕ архивсемпе çыхăну тытать. Акă документсемпе усă курса çырнă «Музей чĕрĕк ĕмĕрте» кĕнекинех илер. Унта автор тăван ен пурнăçне архивсенче упранакан хутсемпе тата ватă çынсен аса илĕвĕсемпе усă курса тĕпченĕ, хайлавсенчи тĕп геройсен кун-çулне, ĕçне-хĕлне тĕрлĕ сăрăсемпе илемлĕ ÿкерсе, сăнарласа кăтартнă.
Вулавçăсенчен чылайăшĕ авторăн пултарулăхне пысăк хак пама тăрăшрĕ. Мăн Явăшри вăтам шкулти 5-мĕш класра вĕренекен Александр Шариков «Паттăрсен йĕрĕпе» кĕнеке пирки çапла каларĕ:
- Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ Федор Иванович Ашмаров 1944-мĕш çулхи июлĕн 18-19-мĕшĕсенче Латвире 144-мĕш сăрт çинче нимĕç фашисчĕсемпе хăюллăн çапăçса пуç хунă геройсен вил тăприйĕ çинче пулнă, чĕрĕ чечек кăшăлĕсене хунă. Ачасем Тăван çĕршыва татах та ытларах юратма  тупа тунă, интернационаллă туслăха вăйлатса пыма сăмах панă. Çакăнта мар-и Владимир Иванович Толстовăн пирĕн чун-чĕресенче патриотизмла туйăма вăйлатма, Тăван çĕршыва ытларах юратма хистекен виçесĕр вăйĕн пултарулăхĕ, пĕлĕвĕ, - терĕ шкул ачисен ячĕпе А.Шариков.
Вулавçăсен тишкерĕвĕпе хаклавне пĕтĕмлетнĕ май, статьяна çыравçăн сăмахĕсемпех вĕçлессĕм килет:
- 2010 çул - Вĕрентекен çулталăкĕ. Хамăн кун-çулăма çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçе панăран Мăн Явăшри вăтам шкулти педагогсен тата ку шкултан вĕренсе тухнă çамрăксен кун-çулне çĕнĕ кĕнекере çырса кăтартрăм. Вăл кĕçех пичетрен тухса вулакансем патне çитмелле. Сире, хаклă тусăмăрсем, манăн кĕнекесене тишкерсе пысăк хак панăшăн чĕререн тав тăватăп, - аллисене çирĕп чăмăртаса уйрăлчĕ хăйĕн вулаканĕсемпе Владимир Иванович Толстов çыравçă.


"Çĕнтерÿ çуле"
16 января 2010
00:00
Поделиться
;