Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ЯЛТИ ЛАРУРА

КПРФ райком бюровĕн черетлĕ ларăвне ялта - Уйкас Кипекре ирттертĕмĕр. Паллă ĕнтĕ, ку вăхăтри калаçусен кун йĕркинче: РФ Президенчĕн Д.Медведевăн «Раççей, малалла!» статйи, унăн Патшалăх Думине тăратнă Çырăвĕ, В.Путин премьер халăхпа телекурав урлă калаçни, Н.Федоров Президентăн Патшалăх Канашĕпе чăваш халăхне адресленĕ Çырăвĕ, КПРФ Тĕп Комитечĕ Раççей гражданĕсене Чĕнсе Калани («Раççей çулĕ - малалла, социализм патне!») тата ытти материалсем. Уçă тĕл пулăва пынисем (парти членĕсем çеç мар) Президентсен малашнехи тапхăрта ĕçлемелли анлă программисене, вĕсем çак вăхăтри кризисран тухма палăртнă мерăсене ырларĕç. Ял-йыша уйрăмăнах ĕç çыннисен прависене хÿтĕлес ыйтусем хытă хумхантараççĕ. Техникăна сулахая салатса фермăсене пĕтернĕ хыççăн ялта ĕçлеме йывăр, кĕреçепе муталанни тухăç кÿреймест. Влаçри чиновниксем пухусене пăрахăçланă, халăхпа канашлама пăрахнă т. ыт. те.
Хуравне тупма кăткăс ыйтусем сиксе тухрĕç. Акă, пĕр тĕслĕх. Хăйне майлă хресчен хуçалăхĕпе пурăнакан Вячеслав Николаевич Ижелеев патне пынă хăна сăмах тапратрĕ. «Калăр-ха мана, марксистсем, - тет, - Эп халь кам; Фермера тухма çул памарĕç. «Вăтам класс» текелеççĕ. Телепрограмма та пур. Тулĕк мана валли мар: унта - теори, а эп çĕр çинче чакаланатăп. Рабочи класа промышленноçпа пĕрле салатрĕç. Хресчен класĕ çук. Интеллигенци тесен - кашни-пĕри уйрăммăн. Бюрократи хăйне элита вырăнне хурса мăнаçланать-ха, анчах унта интеллигент тупаймастăн. Эп вара - кам; Пуянсен класĕ мана йышăнас çук. Сирнешкел кĕлмĕçсен класĕнче юлас килмест. Пирвайхи пилĕк çуллăх хыççăн Сталин мĕнле каланă; «Пирĕн авиаци промышленноçĕ çукчĕ - халь пур, - тенĕ. - Пирĕн автомобиль промышленноçĕ çукчĕ - халь пур. Пирĕн трактор промышленноçĕ çукчĕ - халь  пур!». Пур-и çавсем хальхи Раççейре; Кам «пур» теме хăяйрать; Заводсенчен  юлашки рабочисене хăвалаççĕ. Производство çук-тăк, ăçта ĕçлемелле; Лукашенкăна тăнласа пăхăр: Белоруссире мĕн пурне сыхласа хăварнă. Ял хуçалăхĕ те хальхи çĕнĕ шайра аталанать...»
Вăтам класс пирки вĕçне-хĕрне тупаймарăмăр. Спекуляципе тытăнкаласа тăракансене (мĕльюн-мĕльюн «челнок») хăш класа кĕртмелле; Пурлă-çуклă сий (халăхăн 60 проценчĕ) хăш класра шутланать;
Аслă Çĕнтерÿ ветеранĕсем хăйсене хальхи «мăкратсем» «Тăван çĕршывшăн! Сталиншăн!» тенĕ лозунга пула ÿпкеленĕшĕн кÿренеççĕ. «Пирĕн çав тупа чунра, юнра вĕренĕ, - терĕ Петр Михайлович Михайлов. - Эпир  Тăван çĕршывшăн чăнласа пурнăçа пама хатĕр тăнă, ирсĕр фашиста Сталинпа пĕрле тустарнă, пĕрлех çĕнтернĕ. Хăрушă çулсен те, мирлĕ кунсен те хăйсен йыхравĕ пур. Сăмах та çук, çавăн йышши лозунгпа паянхи кун кам та пулин кăшкăрса тухас-тăк, ăна тÿрех «тăр ухмах», «тăм пăшал» тенĕ пулĕччĕç...».
Запасри аслă лейтенант Леонид Иванович Давыдов Уинстон Черчилль 1959 çулта каланă сăмахсене асилтерчĕ: «Раççейăн пысăк телейĕ ăна тĕрĕслевлĕ йывăр çулсенче никам авайми гениллĕ çарпуçĕ Иосиф Сталин ертсе пынинче». Совет Союзĕ вăрçă умĕнхи вунă çуллăхра тунă çитĕнÿсене тепри çĕр çулта та тума пултараймастчĕ. Шел, çирĕм çул «реформăсемпе» айкашса иртнĕ уроксенчен выводсем тума пĕлеймерĕмĕр. Мана Раççей çарĕн шăпи шухăша путарать. Кулянтарать!
Ватăсем, çав шутра фронтовиксем - вăрçă участникĕсем, тылра, колхозра сатур ĕçленисем Валентин Емельянович Емельянов, Алексей Петрович Петров, Николай Трофимович Трофимов, Петр Михайлович Михайлов, Юлия Евграфовна Петрова, Валентин Петрович Петров, Петр Егорович Егоров, Юлия Ивановна Шоркина Сталин ятне, Совет çĕршывĕнче ĕçленĕ çулсене ахальтен мар аса илеççĕ (наградисем те çав тапхăртан). Вĕсем вăтăр çул хушши çĕнтерÿçĕ аслă çĕршыв пуçĕнче тăнă çынна виçесĕр-чиксĕр вараланипе çырлахасшăн мар.
Уйкас Кипекпе Вăрман Кипек тата Енĕшсен енчисем вун пиллĕкĕн И.В.Сталин çуралнăранпа 130 çул çитнĕ ятпа кăларнă медале илме тивĕçлĕ пулчĕç. Çак шутра ячĕсене çÿлерехре асăннисемсĕр пуçне: Иван Михайлович Федоров, Петр Дмитриевич Братынкин, Мария Ефимовна Емельянова, Дарья Егоровна Егорова, унăн хĕрĕпе ывăлĕ Светлана Валентиновнăпа Виталий Андреевич. Парторганизаци секретарьне Ю.Е.Петровăна «Парти умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе те чысларĕç.
Маттур ветерансене Çĕнĕ Çул ячĕпе ырă сывлăх, çирĕп кăмăл сунас килет!


"Çĕнтерÿ çуле"
16 января 2010
00:00
Поделиться
;