Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçтешсем конкурссенче палăрчĕç

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене пысăк çитĕнÿпе кĕтсе илчĕ. Пирĕн ĕçтешĕмĕр - ял хуçалăх пайĕн редакторĕ Елена Тикинева - Чăваш ен Ял хуçалăх, Культура министерствисем тата «Россельхозбанкăн» регионти филиалĕ пĕрлешсе ирттернĕ «Ылтăн пучах» конкурсра палăрчĕ, «Ял хăй сăнне улăштарать» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Конкурса Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă.
Çамрăк журналисткăна уяв умĕн агропромышленность ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссин ларăвĕнче тата ял хуçалăх министерствин коллегийĕнче ЧР Минситрсен Кабинечĕн Председатĕлĕ заместителĕ-ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев тата «Россельхозбанкăн» регионти филиалĕн директорĕн заместителĕ Николай Федотов Дипломпа тата пластик карттăпа чысланă.
Çак кунсенче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви те массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче ирттернĕ «Право йĕрки» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Вăрнар район хаçачĕ милици ĕçне туллин çутатнăшăн кăçал та Дипломпа хаклă парнене тивĕçрĕ.
Хаçат ку конкурса çĕнтерни - пĕтĕмпех экономикăпа право пайĕн редакторĕ Ирина Яковлеван тивĕçĕ. Вăл темиçе çул ĕнтĕ право тематикине çирĕп тытса пырать, вулакансене витĕмлĕ те çивĕч статьясемпе тыткăнлать, йĕркене пăсассине асăрхаттарассипе чылай материал хатĕрлет.
Ĕçтешсене сумлă çĕнтерÿсемпе саламлатпăр!


"Çĕнтерÿ çуле"
20 января 2010
00:00
Поделиться
;