Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ахрăм: «Тарăн юрта ашар мар, анчах ăçта-ши тротуар;..»

Шута хурсан тем пекехчĕ
«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн 4-5-мĕш номерĕсенче пичетленнĕ «Тарăн юрта ашар мар, анчах ăçта-ши тротуар;..» статьяра автор пĕтĕм Вăрнар халăхне хумхантаракан çивĕч ыйтăва хускатнă. Ăна вуланă хыççăн манăн та хамăн шухăша пĕлтерес килчĕ.
Астăвасса, поселокра кăçалхи пек çулсем япăхни пулман пулĕ. Ытти çулсенче, тĕрĕссипе, çанталăкĕ те кунашкал аташман та, çул тасатакан организацисем те лăпкăрах пурăнчĕç. Пĕлнĕ тăрăх, пирĕн районта çул-йĕре пăхса-асăрхаса тăракан икĕ организации. Нивушлĕ поселокри çулсене йĕркене кĕртме, кăнтарса тăракан пăр катрамĕсене тикĕслеме пулмасть; Вĕсен хăватлă техника пурах ĕнтĕ.
Унччен  тротуарсене пĕчĕк тракторпа питĕ хитре те яп-яка хыратчĕç. Кăçал тем ăна хамăр урамсенче хальлĕхе курма тÿр килмерĕ-ха. Кризис пырса çапрĕ-ши; Пирĕн те, центртан аяккарах пурăнакан çынсен, тикĕс тротурпах хамăр пурнăçшăн хăрамасăр утас килет. Шута хурсан тем пекехчĕ...


"Çĕнтерÿ çуле"
20 января 2010
00:00
Поделиться
;