Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хисепе тивĕç

Район хаçатне вулакансем хушшинче ял хуçалăх отраслĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем сахал мар. Акă Ершепуç ялĕнче пурăнакан Иван Яковлевич Лебедевăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 47 çул. Вăл ял хуçалăх техникумĕнче бригадир çумĕнче, ферма заведующийĕнче вăй хурса район агропромышленноç комплексне аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывнă. Тăрăшулăхшăн, хастарлăхшăн Иван Яковлевича «РСФСР ял хуçалăхĕн отличникĕ», «Коммунизмла ĕç ударникĕ» значоксемпе, нумай грамота-дипломпа чысланă.
Ĕç ветеранĕ хальхи вăхăтра районти аграрисем мĕнле аталантарса пынипе кăсăклансах тăрать. «Çĕр - анне кăкăрĕ теççĕ. Вăл пире тăрантарать, тумлантарать. Çавăнпа çĕре пушă выртармалла мар», - терĕ Иван Лебедев. Вăл вырăнти «Агрохмель» агрофирма вăй илсе пынипе кăмăллă.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 января 2010
00:00
Поделиться
;