Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

НУРĂС ЕНĔН ЯТУЛЛĂ КĔНЕКИ (Çÿлĕк çине)

Вăрнар тăрăхĕн летопиçне хывма район çыннисем пĕр вăхăтра чылаййăн ĕçлерĕç. Владимир Диковпа Воля Иванов историпе  таврапĕлÿ музейне никĕслерĕç. Ку тĕлĕшрен ял таврашĕнче Виктор Нестеровпа (Енĕш) Алексей Белов (Пăртас) пуçаруллă та маттур пулнăччĕ. Петр Краснов (Вăрнар), Владимир Толстов (Мăн Явăш), Виталий Воробьев (Уравăш), Иван Иванов, Георгий Андреев (Çĕрпел), Геннадий Краснов (Шăхаль), Григорий Скворцов (Мăньял Хапăс) кĕнекесем пичетлесе кăларчĕç. Мăньял Хапăсран халь тата Владимир Скворцов хăйĕн кĕнекине хатĕрлесе çитернĕ. Владимир Кузьмин писатель района çине-çинех паллă çынсене халалланă очерксен кĕнекисене парнелерĕ. Леш ĕмĕрти культура ĕçченĕсем - Маргарита Кудряшова (Вăрманкас), Нина Кондратьева (Уйкас Юнтапа) содержанипе, тĕрлĕ материалпа питĕ пуян альбомсем туса пыратчĕç. Шел тулĕк, Ельцинпа пĕрле ахăрса килнĕ манăç тапхăрĕ нумай хаклă япалана юхăнтарчĕ, хăш-пĕр музейсене сыхласа хăвараймарăмăр. Çав сулăмпах пулĕ, хупнă шкулсен библиотекисем çÿп-çапа тухса выртрĕç...
Çамрăксене, çÿлерех асăннă юлташсен йĕрĕпе пыракансене, эп пĕлместĕп. Ку çырупа манăн Станислав Гурьевич Отрывановăн юлашки ĕçне (тĕплĕ, хулăн кĕнекисенчен виççĕмĕшĕ пулас, уйрăм тĕллĕн пысăка хурса палăртас килчĕ. Историпе этнографи очеркĕсем вырăсла, «Край Норусовский» ятлă («Новое время», 2009, 415 стр.). Архив докуменчĕсемпе, ваттисем, таврапĕлÿçĕсем аса илнисемпе усă курса Нурăс тăрăхне - вулăсне, уесне, Калининăпа Вăрнар районĕсене кĕнĕ ялсен - вăтăр пилĕк ялăн пилĕк ĕмĕр хушшинчи кун-çулне, аталанăвне сăнланă, нумай-нумай çынсем çинчен каласа кăтартнă. Автор литература çăл куçĕсемпе, архив хучĕсемпе тимлĕ ларнă, пайтах чакаланнă, кирлĕ хаклă материалсем тупнă. Документсем халапсемпе черетленни кĕнекене чĕрĕлĕх кÿрет (Пахомка вăр-хурахла çÿренисем, Нурăс чиркĕвĕ мĕншĕн Раççейри чи чаплă виçĕ чиркÿрен пĕри шутланни тата тем те пĕр). Хăйĕн тăванĕсемпе, урамĕпе, ялĕпе, уй-хирĕпе, çырми-çатрипе интересленекен ку кĕнекене тупса вулатех. Хăш-пĕри асилсе çырса хăварнисем чăн-чăн повеçпе пĕрех (Услапари Вера Павловна Сорокина çырăвĕ - этем шăпи, çынлăхĕ, чунлăхĕ тыткăнлать* Кăкшăм чиркĕвĕн дьяконĕ Яков Стеклов иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче çырса хăварни - самана сарлакăшне лекнĕ «вак-тĕвек» фактсем ытла та интереслĕ. (Т. ыт. çырусем). Кĕнеке вĕçĕнче автор хăйĕн чун кăмăлне уçса панă: «Предки были мудрее, трудолюбивее нас. Они верили в будущее, трудились с утра до ночи, построили для нас  школы, клубы, здравпункты, животноводческие помещения, конюшни, покупали тракторы и автомашины - все то, чем жива пока современная деревня. А что оставим мы своим детям и внукам;..».
Станислав Гурьевич Мачамăшра çуралнă. Инженер-строитель. Хĕрĕх çул Инçет Çурçĕрте, Архангельскра ĕçленĕ. Халь Шупашкарта пурăнать. Тăван çĕршывшăн хытă тунсăхланă курăнать. 2007 çултанпа кĕнеке хыççăн кĕнеке шакăлать: «Ярмушка», «Калининская средняя общеобразовательная школа», «Край Норусовский»... Унчченхи «Савар» ятлăччĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 января 2010
00:00
Поделиться
;