Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕрремĕш пулма тăрăшмалла

«Профессионализм тата яваплăх, пурнăçри хастар позици, чи çивĕч ыйтусен хуравĕсене тупма пĕлни - çак пахалăхсем обществăн чи пĕлтерĕшлĕ вăйĕсенчен пĕри пулса тăракан пресса представителĕсене пĕрлештереççĕ. Эсир тăрăшнипе республикăра пурăнакансем пулса иртекен ĕç-пуç пирки яланах вăхăтра пĕлеççĕ, кулленхи ыйтусене татса параççĕ, ыранхи куна курса тăраççĕ...» - профессилле уявпа - Раççей тата Чăваш ен пичечĕн кунĕсемпе - саламланă май Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров журналистсемпе полиграфистсене, ку сфера ветеранĕсене, çивĕч калемăн çамрăк ăстисене кризисăн кăткăс тапхăрĕнче çухалса кайманнишĕн, пичет изданийĕсен тиражĕсене сыхласа хăварма тата тĕрлĕ ÿсĕмри аудиторие тыкăнлама пултарнишĕн тав турĕ.
Революцилле çитĕнÿ шутне вăл Чăваш наци хыпарлавне эфира кăларнине кĕртрĕ. «Чăваш Республикин интернет-вещанийĕ» порталĕпе усă куракансен йышĕ икĕ хут ÿснĕ. Пĕлтĕр социаллă пĕлтершлĕ 60 кĕнеке, вăл шутран 22-шĕ ачасем валли, пичетлесе кăларма пултарнă. Раççейри кăтартусенчен иртнĕ, пĕлтерчĕ кăмăллăн республика ертÿçи.
Яланах пулăмсен авăрĕнче пулма хăнăхнă пичет ăстисем унăн сăмахĕсене темиçе хутчен тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Николай Федоров журналистсене сума суни, малашне те ăнлануллă ĕçлес тени унăн кашни сăмахĕнче палăрчĕ. «Кашнин хăйĕн ĕçĕнче чи лайăххи, пĕрремĕш пулма тăрăшмалла. Унсăрăн çитĕнÿсем те пулмĕç», - терĕ вăл. Çапла, чи маттуррисем правительство наградисене тивĕçрĕç.
Чăваш ен журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров журналистика аталанăвне тÿпе хывакансене союз грамотисемпе чысларĕ.
Уява «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн журналисчĕсемпе полиграфисчĕсем те хутшăнчĕç.
Кăçал тăван хаçатăмăр хăйĕн тиражне сыхласа хăварма кăна мар, ÿстерме те пултарчĕ. Вулаканăмăрсене «Çĕнтерÿ çулне» тус-юлташ вырăнне хурса йышăннăшăн, кăçал та пирĕнпе пулма кăмăл тунăшăн чĕререн тав тăватпăр, малашне те алла-аллăн пĕрле утма чĕнсе Чăваш пичечĕн кунĕпе саламлатпăр! Яланах хаçатпа пĕрле пулăр, çырăр, ыйтăр, хăвăр шухăшăрсене пĕлтерĕр!


"Çĕнтерÿ çуле"
20 января 2010
00:00
Поделиться
;