Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Парăнмасть ватлăха ветеран

Ялти ятлă та хисеплĕ çынсенчен пĕри вăл - Раиса Никандровна Тимофеева. Хисеплеççĕ ăна енĕшсем. Киле-çурта, хуçалăха лайăх тытса тăрать хисеплĕ ватă. Килĕнче пĕчченех пурăнать пулин те чăх-чĕп, картиш тулли сурăхсем усрать. Касу пăхма та хăех каять. Кÿршĕсене пулăшма та ÿркенмест.
Раиса Тимофеева 1932 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче кун çути курнă. Ашшĕпе амăшĕн Клавдия Федоровнăпа Никандр Филипповичăн малтанах ача пулман. 1924-мĕш çулта çулталăк çурăри Çерук ятлă хĕрачана усрава илнĕ. Ун хыççăн хăйсен ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралнă: Ванька, Яша, Раис, Зоя, Лена.
1937-38-мĕш çулсенче çанталăк типĕ тăнине пула тыр-пул тухăçĕ питĕ начар пулнă. Çиме мар, вăрлăх валли те çитмен. Чăваш çынни ытлăн-çитлĕн пурăнма ĕмĕтленсе Уралпа Çĕпĕр еннелле куçма тытăннă. 1939 çулта Никандр Филиппов та  хăйĕн çичĕ çынран тăракан çемине çĕнĕ çĕре илсе кайнă. Свердловск облаçĕнчи Ирбит районне кĕрекен Худяково енне çитнĕ. Шыв-шур тапраниччен çитсе вырнаçнă вĕсем çĕнĕ çĕре, сĕм вăрман варрине. Ялтан çичĕ çухрăмри хуторта пурăнма тытăннă. Унтах пысăк ферма: ĕнесем, сурăхсем, лашасем, кроликсем. Филипповсем çав фермăра ĕçе пикеннĕ. Ферма пуçлăхĕ вĕсен тăрăшулăхне часах асăрханă, ырланă. Преми шучĕпе сурăхсем, пăрусем панă. Çемье пур енĕпе те самайрах пурăнма тытăннă. Сĕтел çинчен сĕт-çу, аш-пăш татăлман. Çапла икĕ çул пурăнсан халăхра вăрçă тухать текен хăрушă хыпар сарăлнă. Ку хыпар ют çĕрте тĕпленнĕ çынсене шухăша янă, кулянтарнă. Çапла вара Филипповсен çемйи çурхи ĕçсем пуçланиччен тăван яла çитсе ÿкес тесе никама пĕлтермесĕр сĕм вăрман варринчен тарса тухнă. Тăван яла, Красноармейски районĕнчи Нимĕчкасси ялне лайăхах çитнĕ. Юрать-ха киле-çурта сутса хăварман.
Халăх ака-суха ĕçĕсене вĕçлесе ярмăрккăра савăннă вăхăтра вырсарникун, июнĕн 22-мĕшĕнче, хăрушă вăрçă пуçланнă. Раисăн ашшĕне вăрçа илнĕ. Пиччĕшĕпе аккăшне ФЗО-на илнĕ. Çерука Челябинска илсе кайнă. Ваньккăна - Шупашкара. Амăшĕ виçĕ ачапа тăрса юлнă. Ĕççи вăхăтĕнче ачисене пурне те алла çурла тыттарнă. Виçсе панă ана çинче тăваттăн ĕçленĕ. Нимĕç эшкерĕ Мускав еннелле тапăнса килнĕ. Тылри ватă-вĕтĕ лăш курмасăр ĕçленĕ. Гитлера çапса аркатас ĕмĕтпе пурăннă. «Мĕн анчах çимен-ши хырăма тăрантарас тесе. Çăва тухсан тем тĕрлĕ кĕпçе çиеттĕмĕр. Яшка çине серте, пултран, пиçен, хурхух, мăян, улма çеçки ярса пĕçереттĕмĕр. Тепĕр виçĕ-тăватă кашăк çăнăх лăкаса ярсан тата тутлăрах пулатчĕ. Кĕр енне вăрман та пуян, - аса илет ветеран.
Çулсем иртрĕç. Нимĕç эшкерне хăй йăвине хăваласа кайса тĕп турĕç. Çĕнтерÿ кунĕ çитрĕ. Телее, Раисăн ашшĕ вăрçăран сывах таврăннă. Халăх мирлĕ ĕçе пикеннĕ: юхăннă çĕршыва ура çине тăратмалла, ачасене сывă ÿстерсе çĕршыва юрăхлă çын тумалла.
1950-мĕш çулта Раиса Тимофеева хăйĕн çулне икĕ çул ÿстерсе колхоз планĕпе Светогорск хулине ĕçлеме кайнă. Çулталăк тăрăшни çинчен справка илсе килсен колхоз пĕр центнер тырă панă. Ку вара çемьешĕн çăлăнăç пулнă. 1952 çулта Свердловск - Серов чукун çула тунă çĕре кайнă. Пур ĕçе те алă вăйĕпе тунă, Уралмашзаводра та ĕçленĕ. Унăн хастар ĕçшĕн панă грамотăсем чылай. Юлашкинчен вăл торф кăларнă çĕрте тимленĕ. Ĕçленине кура ăна вырăссем хăйсен ушкăнне илесшĕн пулнă, «Рая, с нами» - тесе чĕннĕ. Раиса Никандровна унта виçĕ çул ĕçленĕ.
1959-мĕш çулта Енĕш каччипе Анатолий Тимофеевпа çемье çавăрса ултă ача пăхса çитĕнтернĕ. Аслă хĕрĕ Лена Волгоград облаçĕнче, Лида Тулăра ĕçлесе пурăнаççĕ. Икĕ ывăлĕ, Кольăпа Сергей, Шупашкарта хăйсен ĕçне тухăçлă йĕркелесе янă. Надьăпа Люда Вăрнарта ĕçлесе пурăнаççĕ.
Раиса Тимофеева 1961 çулта Енĕшри шкулта техничкăра ĕçлеме тытăннă та унтанах пенсие тухнă. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Парăнмасть-ха ватлăха ветеран. Çăм арлать, кĕске чăлха çыхать, пĕчĕк мăнуксем валли çăматăсем йăвалаттарать. Çав вăхăтрах сăвă-юрăпа кăмăла уçма та ÿркенмест. Эпир ăна çывхарса килекен çуралнă кунĕ ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 января 2010
00:00
Поделиться
;