Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сысна грипĕпе сакăр çын чирленĕ

Гриппа тата ОРВИпе чирлекенсене районта юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен регистрацилеме пуçланă, çак инфекцисем 1014 çынна ернĕ.
Халĕ уйрăмах сысна грипĕ пирки калаçаççĕ. Ăна тепĕр майлă грипăн А (Н1N1) вирусĕ теççĕ. Лаборатори тĕпчевĕсем туса ирттернĕ хыççăн çак инфекци сакăр çынна ернине палăртнă, çав шутран виççĕшĕ - ачасем, пиллĕкĕшĕ - çитĕннĕ çынсем. Çитĕннисем хушшинче ача кĕтекен хĕрарăмсем те пур. Грипп пневмонийĕпе чирленĕ икĕ çынна регистрациленĕ.
Вирус мĕнле палăрать-ха; Грипп чухнехи пекех ÿт температури ÿсет, сывлав çулĕсен сиенленеççĕ: карланкă, пыр шыçать, ÿслĕк, сунас, варвитти ерет, пуç, мышцăсем ыратаççĕ. Тепĕр чух хăсас килет, тула хăвалать. Сысна грипĕн вирусĕ ернине лаборатори тĕпчевĕ туса ирттерсен пĕлме пулать.
Грипп палăрăмĕсем пулсан çăвара, сăмсан çыхă çыхмалла. Инфекци сире чирлĕ çын çывăхра ÿсĕрсен, апчхулатсан  е вăл перĕннĕ япалана тĕкĕнсен ерет. Кайран хăвăр куçа, çăвара, сăмсана тытсан вирус инфекцийĕ сирĕн организма лекет. Çавăнпа алла тăтăшахсупăньпе е спирт хутăштарнă ятарлă шĕвекпе çумалла, инфекциллĕ çынсемпе тачă çыхăну тытмалла мар.
Енчен сире сывлама йывăр пулсан, чĕре ыратсан,тутасем кăвакарсан, юнлă сурсан, хăссан, пуç çаврăнсан, шăк çулĕ ыратсан васкасах тухтăр патне каймалла.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 января 2010
00:00
Поделиться
;