Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывлăх шкулĕсем

Профилактика туса ирттермелли тата тухăçлă сыватмалли ĕçсенчен пĕри - граждансене кирлĕ пĕлÿ парасси. Вăрнарти тĕп больницăра пациентсен тата сывлăх шкулĕсем пур. Вĕсен ĕçне медицина профилактикин кабинечĕ йĕркелесе пырать.
Сывлăха сыхлас, ĕмĕре тăсас, сывă ача пăхса çитĕнтерес тĕлĕшпе тимлекен тата çире пур хĕрарăмсен шкулĕсене сывă граждансем валли уçнă. Вĕсенче кăçал 881 çынна вĕрентнĕ.
Инфекци ермен, шала кайнă чир-чĕрпе аптракан 1728 çын артери гипертонийĕн, сахар диабечĕн, чĕре чирĕсенчен профилактика ирттермелли, астма, гастро-шкулсене ( е пĕтĕмĕшле каласан пациентсен шкулĕсене) çÿренĕ.
Сывă çемье - общество «тĕрекĕ»пулнине район тĕп больници ялан асра тытать. Çемье йышне ÿстерес тĕлĕшпе тимлекен кабинетра 535 ашшĕпе амăшĕ пĕлÿ илнĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 января 2010
00:00
Поделиться
;