Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕрĕс çул тупрĕç

Ачасен ашшĕ-амăшĕсем тăрăшнипе тата колхоз пулăшнипе 1971 çулта Ехремкасси вăтам шкулĕ çĕкленчĕ. 1996 çулта ял-йыш, учительсемпе вĕренекенсем шкул 25 çул тултарнинесавăнăçлăн паллă турĕç. Районтан та уява килчĕç. «Правда» колхоз председательне Сергей Александрович Шлябина тата ыттисене илемлĕ шкул парнеленĕшĕн тав сăмахĕ каларĕç. Сăн ÿкерчĕкри ачасем 1996 çулта 11 класс пĕтерчĕç. Пурĕ 21 ача. Андрей Яковлев çеç çук. Чăрăш Хирлепрен 8-ăн, пĕри Кăканартан, 12-шĕ Ехремкассинчен. Эпĕ класс ертÿçи пултăм. 2009 çулта Ехремкасси шкулĕ хупăнчĕ. Кăçал çак ачасем 30 çул тултарчĕç. Декабрĕн 21-мĕшĕнче Владимир Алексеевăн юбилей. ачасем пурте тĕрĕс çул тупрĕç. Юристсем, учительсем, медсестрасем, библиотекăра тата ытти должноçсенче ĕçлекенсем пулчĕç.
Пурне те 30 çул тултарнă ятпа саламлатăп, çирĕп сывлăх, тулли телей сунатăп. Йывăрлăхсем умĕнче ан парăнăр. Хăвăр суйласа илнĕ çулпа çирĕппĕн малалла утăр. Ĕçре ăнăçу пултăр!


"Çĕнтерÿ çуле"
20 января 2010
00:00
Поделиться
;