Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕсем малтанхисем пулнă (Истори страницисем тăрăх)

Тăван çĕршывăн тĕп хулинче ял ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарас тĕллевпе Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравĕ уçăлнăранпа нумай пулмасть 70 çул тултарчĕ. Куракансене пĕрремĕш хут вăл 1939 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăннă. Çичĕ теçетке çул хушшинче çак курав хăйĕн ятне пĕрре кăна мар улăштарнă: эпир ăна халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕ тата Пĕтĕм Раççейри курав центрĕ пулнипе пĕлетпĕр. Обществăра тĕрлĕ тытăм хураланнă вăхăтра та вăл хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пынă, çĕршыв халăх хуçалăхĕнче тунă пысăк ÿсĕмсене анлă çул парассине тĕпе хунă. Пирĕн республикăри ĕç çыннисен çитĕнĕвĕсемпе те тăтăшах паллаштарса тăнă çак курав. Анчах та пирĕн вулакансем Чăваш енрен унта пуçласа хутшăнакансем ăçтан тата камсем пулнине пĕлсех каймаççĕ пулĕ-ха.
Вăрçă умĕн Вăрнар районĕнчи Кульцав салинче йĕркеленнĕ Сталин (кайран - Ленин ячĕллĕ колхоз) ячĕллĕ колхоз çĕр ĕç культурине ÿстерес, вăйлă тыр-пул туса илес енĕпе хамăр тăрăхра кăна мар, Совет Союзĕпех палăрнă. 1940 çулхи нарăс уйăхĕсенче СССР Аслă Канаш Президиумĕ Сергей Ксенофонтович Коротков ертсе пыракан хуçалăха çĕршывăн чи пысăк наградипе - Ленин орденĕпе чысланă. Çав çулах вăл Мускаври Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Акă мĕнле çырнă кун пирки Патшалăхăн политика литературин издательствинче кун çути курнă «Кульцав çути» кĕнекере унăн авторĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ ятне икĕ хут çĕнсе илнĕ Сергей Коротков: «Мускава кайма тивĕçнĕ колхозниксенчен нумайăшĕ унччен район центрĕнче - Вăрнарта кăна сайра-хутра пулса курнă. Çĕршывăн ытти районĕнчи колхозсемпе совхозсен опычĕ çинчен, чăннипе каласан, эпир пĕлменпе пĕрех... Куравăн пĕр павильонĕнчен теприне çÿремĕпĕр, мухтава тухнă кĕтÿçсене, ĕне сăвакансене, сысна пăхакансене алă çупса саламларăмăр, вĕсем кунта кăтартма хăйсем пăхса ÿстернĕ çĕнĕ ăратлă, çав тери нумай продукци паракан выльăхсем илсе килнĕ, сăнав лаптăкĕсенче чылайччен чарăна-чарăна тăтăмăр, кунта пĕтĕм çĕршывĕпе паллă селекционер-мичуринçăсем пысăк тухăç паракан тулă, вир, хура тул, çĕр улми, пахча-çимĕç тата улма-çырла сорчĕсем туни çинчен хăйсен «вăрттăнлăхĕсене» каласа пачĕç...» Кульцавсем те пушă алăпа кайман тĕп хулана. Кăтартма илсе пынă тулă, ыраш, сĕлĕ, çĕр улми, пахча çимĕç тĕслĕхĕсем, карттăсемпе сăн ÿкерчĕксем пĕрлешÿллĕ йышпа çĕнсе илнĕ ÿсĕмсене яруççăн çутатса панă. Ял ĕçченĕсем 1940 çулта «лютесценс - 062» сортлă çурхи тулла кашни гектартан 35,2 центнер пухса кĕртнĕ. Кун пирки павильона пыракансене колхозăн тăваттăмĕш бригадин бригадирĕ Николай Васильевич Оленин питĕ тĕплĕн каласа кăтартнă. Ара, çĕре мĕнле пăхатăн, унран çапла илетĕн. Чапа тухнă бригадир хăйне шанса панă лаптăкăн кашни гектарĕ пуçне 20 тонна тислĕк, 5 центнер фосфорит çăнăхĕ,                    тĕшĕленме пуçласан тата 0,5 центнер аммиак селитри хывнă пулнă. Кульцав уйĕн кашни тăваткал метрĕ çинче 650-720, гектарта вара 6,5 - 7,2 миллион пулса çитĕннĕ. Çине тăрса, тăрăшулăхпа пуçарулăх кăтартса ĕçлени сая кайман: çав çул колхоз кашни гектар çĕртен, 1932 - 1933 çулсенчисемпе танлаштарсан, тырă 3 хут, çĕр улмипе пахча-çимĕç - 7, вылăхьсене çитерме акнă сĕтеклĕ апат - 12, утă-улăм 3,5 хут ытларах туса илнĕ. Кашни ĕç кунĕ пуçне 5 - 6 килограмран кая мар тырă валеçнĕ. Апат тулăх тăк, фермăсенчи йышлă выльăх-чĕрлĕх те продукци парассине палăрмаллах ÿстересси никама та иккĕлентермĕ. Упранса юлнă статкăтартусем çакна çирĕплетеççĕ: кульцавсем вăрçă умĕнхи çул кашни ĕнерен 1943 литр сĕт, сысна аминчен 14,2 çура, кашни сурăхран 3,5 килограмм çăм касса илнĕ.
Кушлавăшпа Пăтавăш тăрăхĕнчен килнĕ çĕр ĕçченĕсем Мускавра Украинăра куккурус çитĕнтерсе чапа тухнă Марк Озерныйпа паллаштарнă. Лешĕ нумай тĕшĕ тата симĕс апат ытлăн-çитлĕн паракан культура çинчен шыв юхнă пек пĕр такăнмасăр каласа кăтартнине сывлама манса тенĕ пек итленĕ Кульцавсем. Вăрçă хыççăн хăйсем те Пăтавăш улăхĕнче «уй-хир пикине» пысăк лаптăк çинче çитĕнтересси, унран халиччен курман тухăç илесси, колхоз чапне татах та çÿле çĕклесси пирки, ахăртнех, ун чухне шухăшламан та пуль вĕсем.
Куравăн Чăваш республикине уйăрса панă павильонĕнче, хальхи пек çырас пулсан, «çавра сĕтел» калаçу иртнĕ. Унта пулнисене тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарнă: шурлăхлă вырăнсене мĕнлерех типĕтни, выльăхсен йышне ÿстерессишĕн тата тĕрĕс-тĕкел упрассишĕн мĕнлерех тимлени çинчен ыйта-ыйта пĕлнĕ. Хăшĕсене Кульцавра хор пуррипе çукки, теприсене çамрăксен ăсталăхĕпе тавра курăмне аталантарас енĕпе мĕнле ĕçлени интереслентернĕ. «Кунта вара эпир хамăр экскурсантсенчен экскурсоводсем пулса тăтăмăр», - тенĕ çакăн хыççăн С.К.Коротков ертÿçĕ.
Калас пулать, Сталин ячĕллĕ колхоз кун хыççăн Мускаври курава темиçе те хутшăннă. Акă, 1958 çулта хуçалăх Пĕтĕм Союзри куравăн тĕп комитечĕн пĕрремĕш степеньлĕ дипломне çĕнсе илнĕ. С.К.Коротков куравăн ылтăн медальне тата «Победа» çăмăл машинăна тивĕçнĕ. П.П.Пупина, И.Т.Пронькина, И.Н.Доманина, Ф.П.Якимова, А.Ф.Доманина, В.А.Ситухина, Н.П.Бурлакова, Е.П.Трошина Пĕчĕк кĕмĕл медальсемпе чысланă. Вулакан пĕлме тивĕç, çакăнта асăннă ушкăнри 4 çын: С.К.Коротков, И.Т.Пронькин, П.П.Пупин, А.Ф.Доманин кăшт маларах Социализмла Ĕç Геройĕсем пулса тăнă. 1961 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе С.К.Короткова иккĕмĕш хут «Çурлапа мăлатук» Ылтăн Çăлтăрпа наградăланă.
Вăхăт калама çук пысăк хăвăртлăхпа малтан малалла кайса пырать. Пурнăç кĕнекине çĕнĕрен çĕнĕ страницăсем çырăннă май, эпир унта малтанхи йĕркесене çырса хунă çынсене те хамăр асра тытма тивĕç. Вăйлă тыр-пул ÿстерсе тăван колхозăн чыс-сумне çÿлтен те çÿле çĕкленĕ ĕç паттăрĕсем те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Кульцаври 13 Ĕç Геройĕнчен пĕри те пурăнмасть паян. Нумай пулмасть кăна колхоза чылай çул пултаруллăн ертсе пынă, Ленин орденне 5 хутчен тивĕçнĕ Александр Федорович Доманин та хăйĕн ĕмĕрхи канăçне тупрĕ...
... Улшăнманни Пăтавăш юхан шывĕ кăна: вăл хăйĕн шывне, çур ĕмĕр каяллахи пекех, Кушлавăша хăвалать, пĕрлешĕнсен, Кĕçĕн Çавалпа тĕл пулма васкать. Ун çыранĕсен икĕ енĕпе тăсăлакан улăх-çарансемпе тахçан путене вăçсе тухайми тырă ÿстернĕ пусăсем паян «Коротков саманинчи» хастар ĕçченсен ывăл-хĕрĕ килессе тÿсĕмсĕррĕн кĕтнĕ пек туйăнаççĕ мана.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 января 2010
00:00
Поделиться
;