Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял хуçалăх çимĕçĕн тÿпине ÿстермелле

Николай Федоров Президент ĕнер Правительствăн АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн тата Чăваш енĕн Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи анлă ларăвне хутшăннă. Агропромышленноç комплексĕн 2009 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, ĕçри ырă туртăмсемпе тата тĕп предприятисем производствăра çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнипе çыхăннă ăнăçусене палăртнă.
«Пирĕн малалла пăхмалла, ял хуçалăх аталанăвне çĕнетсе унăн малашлăхне курмалла. Çитес 5-10 çултан мĕн пулассине пĕлсе тăракансем çĕнтерĕç - паян лару-тăру çакăн пек», - тенĕ республика ертÿçи. Президент ял хуçалăх продукцине тирпейлессин ыйтăвĕсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалли çинче чарăнса тăнă. Палăртни вырăнлă: ку енĕпе сулмаклă утăмсем пур. Калăпăр, «Акконд-Агро» фирма» АУО çăратнă сĕт кăларма пуçлать. «ТАВ» ООО пахча çимĕçпе улма-çырла типĕтессипе çыхăннă проектпа ĕçлет. Çавăн пекех «Букет Чувашии» АУО тата «Ольдеевская» çĕр ĕç фирми çĕнĕ технологисемпе усă курса производство калăпăшне ÿстерме палăртаççĕ.
«Çак тĕслĕхсем ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç аталанăвĕпе çыхăннă шухăш-кăмăла улăштармаллине кăтартаççĕ. Татса пама май çук ыйтусем пулмалла мар. Микроэкономикăпа ĕçлетпĕр тĕк, эппин, тĕнчере мĕн пулса иртнине яланах курса тăмалла. Мĕнле ĕçсен малашлăхĕ пуррине шута илекенсем, пĕлÿсемпе ăслă тата оперативлă усă куракансем кăна çĕнтерейĕç. Пĕр енĕпе çеç йывăрлăх пур - пире ăслă, пултаруллă, креативлă çынсем ытларах кирлĕ», - тенĕ Николай Федоров.
Республика Президенчĕ Чăваш ен Правительствине топинамбур çитĕнтермелли проект хатĕрлесе ăна çывăх вăхăтрах пурнăçа кĕртме хушнă. «Пирĕн тĕллев - ял хуçалăхĕн, апат-çимĕç промышленноçĕн тата тирпейлекен промышленноç продукцийĕн Чăваш ен экономикин тытăмĕнчи тÿпине васкавлăн пысăклатасси. «Симĕс» шухăшлав, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци кăларни, бренд сумне çĕклени, комбикорм промышленноçне аталантарни - çакă çĕнĕ йышши аграри продукцийĕ кăларма пулăшĕ. Пиртен кашнин çакна хăйсен проекчĕсене çине тăрса тата хушма мероприятисем пурнăçласа тÿрре кăлармалла. Çак ĕçе кашнин татăклă тÿпе хывмалла. Ку - кризис условийĕсенчи аталану тĕллевĕ», - тенĕ республика пуçлăхĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 января 2010
00:00
Поделиться
;