Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çăмăлттайлăх ырăпа вĕçленмест (01 служба асăрхаттарать)

Иртнĕ çул пушар хуралĕн ĕçченĕсен лăпкăлăх çинчен манса кайма тивнĕ тесен те йăнăш мар. Кăтартусем савăнтармаççĕ: 12 уйăхра - 71 пушар, вĕсенче 6 çын вилнĕ. Виçĕмçулхипе танлаштарăр: 44 пушарта 3 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çапла ÿсĕм пысăк - 27 пушар ытларах. «Хĕрлĕ автан» чи нумай сас панă вырăнсем: Вăрнар хула тата Çĕрпел, Уйкас Кипек, Калинино, Малти Ишек, Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕсем.
 
Яланхиллех пушарсен тĕп сăлтавĕсем: электрооборудование вырнаçтарнă тата унпа усă курнă чух, кăмакасем хăпартнă тата хутнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни, çулăмпа тимсĕр пулни, ачасем шăрпăкпа выляни, юриех чĕртсе яни.
Эпир, пушар хуралĕнче тимлекенсем, вут-çулăм кăларакан хăрушлăх пирки çынсенче час-часах аса илтерсе тăратпăр ĕнтĕ, çав шутра - хаçат урлă та. Çапах та çынсем асăрханулăха вăйлатни сисĕнмест, пурпĕрех нумайăшĕ хăйсене çăмăлттайла  тытать.
Акă сигарет туртнă, уçă çулăмлă приборсемпе усă курнă чух та тимлĕхе çухатни питĕ хăрушă. Çурт-хуралтă çывăхĕнче чĕртнĕ кăвайт пушар сăлтавĕ пулнă тĕслĕхсем те пĕрре мар.
Паллă, сигарет тĕпĕ, хăй сÿнсен те çунакан материала тивертет, çакăнтан пысăк инкек сарăлать. Ÿсĕрле вырăн çинче сигарет туртни те ырăпа вĕçленмест. Унăн тĕпĕ вырăн çине лекрĕ-тĕк, тÿрех хăйĕн çинчен пĕлтермест, тĕлкĕшсе выртать. Кайран, çын çывăрса кайсан, пушар вăй илнине те, пÿлĕме тĕтĕм тулнине те сисмест.
Электроприборсем усă курнă чух пăхăнмалли правилăсем те ансат: ăшă приборĕсене çунман тĕрев çине лартмалла, вĕсене пăхса-асăрхаса тăмасăр хăварма, пĕр розеткăна темиçе прибор харăс чикме юрамасть, килте ăсталанă ăшă приборĕсем чи хăрушшисем пулнине ан манăр.
Пушар алхаснин анлă сарăлнă тепĕр сăлтавĕ - ачасем çулăмпа выляни. Нумай чухне ашшĕ-амăшĕсем айăплă: ачисене килте хăйсем тĕллĕн хăвараççĕ, шăрпăксене пытармаççĕ, ывăлĕ-хĕрĕсен вăййисемпе кăсăкланмаççĕ. Ачасене инкекрен çăлса хăварма та йывăр мар: çулăм хăрушлăхĕ çинчен пĕрмаях калаçăр, шăрпăксене ачасем çитеймен çĕрте упрăр, пĕчĕккисене чылай вăхăтлăха килте пĕччен ан хăварăр.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 января 2010
00:00
Поделиться
;