Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ГЕРОЙ ĔÇĔ ĔМĔРСЕМ ПУРĂНАТЬ

ГЕРОЙ ĔÇĔ ĔМĔРСЕМ ПУРĂНАТЬ
Вăл пур ăрушăн - ăслăлăх, ĕçченлĕх тĕслĕхĕ. Вун-вун çыннăн пурнăç тĕллевне тупма пулăшаканĕ. ВĔРЕНТЕКЕН тата ÇЫН - тивĕçлипе пысăк саспаллирен...
Шел, мана куççăн ăна паллама тÿр килмен. Анчах вăл вĕрентсе кăларнă çынсен, вăл шутра паллă та пысăк ĕçсенче палăрнисем чылай, аса илĕвĕсем, ĕçĕсем Иван Никифорович Никифоровăн мухтавлă ятне çав тери çÿллĕ шая çĕклеççĕ.
Паллă педагог-математикăн 100 çулхи юбилейĕ умĕн Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта пултăм. Иван Никифорович Никифоров кунта çамрăкла, 1935 çулта, ĕçе кÿлĕннĕ, ачасене тĕрĕс наукăпа пĕтĕмĕшле 41 çул туслаштарнă.
Кунтанах вăрçа тухса кайнă. Хаяр çулсене 4-мĕш Сталинград механизациленĕ Гварди корпусĕн бригадинчен пĕринче шофер пулса çапăçнă. Вăрçă вутне Сталинградран пуçласа Будапешта çити тÿснĕ.
Хыççăн каллех - юратнă ĕçе. Педагогăн тĕлĕнмелле таланчĕ çамрăксене цифрăсен тĕнчипе хăвăртах çывăх туслаштарма, математикăна чи юратнă предмет вырăнне хурса хаклама май панă. Иван Никифоровичăн вĕренекенĕсем задача-примерсене çăмăллăн шĕкĕлченĕ, районти, республикăри олимпиадăсенче яланах чи ăслисем пулнă. 1951-мĕшĕнче вĕренÿпе воспитани ĕçĕнче тунă çитĕнÿсемшĕн Иван Никифорович Никифорова «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă. Ăна математик хăйĕн пĕрремĕш учителĕпе В.С.Спиридоновпа пĕр вăхăтра илнĕ. 1967 çулта Чăваш АССР Ĕç паттăрлăхĕн хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Тепĕр çултан Иван Никифорович Никифоров учительсенчен республикăра пĕрремĕш Социализмла Ĕç Геройĕ сумлă ята тивĕçнĕ.
Халăх ĕçне хастар хутшăннă. Пионерсен, комсомолецсен лидерĕ пулнă. Нумай çул - парторганизаци секретарĕ, парти райкомĕн членĕ, учительсен съезчĕсен делегачĕ, Вăрнар поссовет депутачĕ, математиксен районти методика пĕрлешĕвĕн председателĕ, халăх сучĕн заседателĕ т. ыт. те.
Наградăсем нумай: Ленин, Хĕрлĕ Çăлтăр, I степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕсем, медальсем... «Эп ăна Ылтăн Çăлтăрĕ умĕн ултă çул, çăлтăра çакнă хыççăн вунă çула яхăн пĕлнĕ. Мухтавлă чыс ăна урăхлатмарĕ: яланах пĕр хăй евĕр кăмăллăччĕ, тараватлăччĕ, сăпайлăччĕ, çав тери ĕçлĕхлĕччĕ...» - Героя çапларах хаклать Михаил Васильев писатель-публицист, Раççей Писательсен союзĕн членĕ.
Шкул музейĕнче И.Н.Никифорова вĕренекенĕсем, ĕçтешĕсем халалланă аса илÿсем темĕн чухлех, вĕсем педагогăн ыркăмăллăхне, ĕçченлĕхне, çирĕплĕхне туллин кăтартаççĕ.
Музей ĕçне йĕркелесе пыракан Наталья Ремовна Бобина Героя халалланă (кунта вĕсем мĕнпур экспонатăн ытларах пайне йышăнаççĕ) стендсемпе кăмăллăн паллаштарать. Сăн ÿкерчĕксенчен ытларахăшĕ - унăн çемье архивĕнчен. Кукамăшĕ, Пелагея Николаевна Полумордвинова, нумай çул Геройпа пĕрле ĕçленĕ. Вăл хăй те кунта вĕреннĕ, 30 çул ытла çитĕнекен ăрăва литературăпа кăсăклантарать. Çавăнпах та, тен, паян ăна музей тăнăçлăхĕшĕн тăрăшма уйрăмах килĕшет.
Вăрçă умĕнхи, хыççăнхи фотосем нумай. Вĕсенче пуринче те тенĕ пек Иван Никифорович - ачасен çумĕнче, урокра.
Музей пилĕк çул, шкул Социализмла Ĕç Геройĕ Иван Никифорович Никифоров ячĕпе хисепленме тытăннăранпа (2005 ç.), ĕçлет. Материалсене вара чылай маларах пуçтарма тытăннă. Экскурсисем, тематикăллă уроксем час-часах иртеççĕ. Шел, музея Герой ĕç-хĕлĕпе паллашма ытти шкулсенчен ятарласа килекенсем çук. Анчах Вăрнарти 1-мĕш шкулта иртекен мероприятисене килекенсенчен никам та музея кĕрсе тухмасăр каймасть.
Наталья Ремовна çĕршывĕпех палăрнă математика кукамăшĕнчен юлнă аса илÿсемпе сăн ÿкерчĕксем тăрăх кăна мар,  пĕр вĕренÿ çулĕ унăн вĕренекенĕ пулнипе астăвать: «Пирĕн класс дисциплина енчен çав тери хавшакчĕç. Арçын ачасем алгебра урокĕсене ирттерме çав тери кансĕрлетчĕç. Чăтаймарĕ, пирĕн учительница тухса кайрĕ. Иван Никифорович  вĕрентме тытăнчĕ. Ун урокĕсенче хамăра япăх тытма намăсчĕ. Ашкăнчăксем те лăпланчĕç. Ачасен вĕренес туртăмне тĕлĕнмелле вăратма пултаратчĕ вăл...»
Аслă ĕçтешĕ, Иван Никифорович Никифоров çуралнăранпа 100 çул çитнине уявлама 1-мĕш шкулта чыслăн хатĕрленеççĕ. Паллă математик ячĕпе наукăпа практика конференцийĕ иртет. Ăна халалласах поселокри 1-мĕшпе 2-мĕш тата Красноармейски районĕнчи Упири (Геройăн тăван ялĕ) вăтам шкулсем математика олимпиадинче, математика темипех КВН-ра тупăшĕç. И.Н.Никифоровăн вĕренекенĕ (тĕрĕссипе, нумайăшĕ Герой çулне суйласа илнĕ, хамăр районта ĕçлени-ĕçлекенсем те пур) Мускаври Бауман ячĕллĕ патшалăх техника университечĕн преподавателĕ Александр Храмкин февраль пуçламăшĕнче аслă классенче мастер-класс ирттерет.
Юбилей тĕлне педагогăн хĕрĕсем, йĕкĕрешсем, Алевтина Ивановна тата Раиса Ивановна, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкула чаплă парне - ашшĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатакан стенд - парнеленĕ. Вăл аса илÿсемпе (Г.С.Сидоров - 1964-1973 çулсенче ЧАССР çутĕç министрĕ, В.П.Тихонов - вĕренекенĕ, Раççей ФСБ пограничниксен академийĕн кадр ресурсĕсен управленийĕн кафедрин доценчĕ отставкăри полковник, К.И.Сидорова (Бирюкова) - вĕренекенĕ, ĕçтешĕ, В.К.Николаев - вĕренекенĕ, ЧР Президент Администрацийĕн ĕçченĕ т. ыт. те), сăн ÿкерчĕксемпе пуян. Стенд малашне шкул коридорĕнче хăнасене мăнаçлăн кĕтсе илĕ.
Никифоровсен, математиксен династине, паян мăнукĕсем пархатарлăн тăсаççĕ. Иван Никифоровичпа мăшăрĕ, Серафима Павловна, ачасене пĕрле ăмăртмалла математикăпа çывăхлатнă. Хĕрĕсем иккĕшĕ те - математиксем, нумай çул Шупашкарти шкулсенче тимлеççĕ. Мăнукĕсем те - Евгений, Наталья тата Надежда - математиксем, Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ.
 
 
Аса илÿ. Санкт-Петербургри экономика наукисен докторĕ Сергей Арсеньевич Владимиров профессор: «1968 çулхи сентябрĕн 1-мĕ-шĕнче Иван Никифоровичăн урокне курма тÿр килчĕ. Кăкăрĕ çинче Герой Çăлтăрĕ ялкăшатчĕ. Тирпейлĕ, йăрăс тăрать. Класа уявлăн, тÿррĕн сăнать, хăйне майлă чеерех кулăпа çупăрлать: «Эп пĕлнине эсир пурте туянма хатĕр-ши;..» Кашни вĕренекене тĕллĕн тимлĕх уйăрса пĕр-пĕринпе уççăн ăмăртма ирĕк паратчĕ. Контрольнăй чухне класа малтан 3-4 задача сĕнет. Шутласа пĕтерекенĕ чи паха паллă илет. Анчах мухтав  сăмахĕсене хушма задачăсене маларах пурнăçлаканнисем тивĕçеççĕ... 1970 çулта вăл эпĕ Ленинградри çар инженерĕсен академине (хальхи Çарпа Космос университечĕ) кайма шут тытнине пĕлнĕ-мĕн. Маншăн пăшăрханать иккен. Вăхăтне-мĕнне хĕрхенмесĕр мана экзамена хатĕрлерĕ. Кăткăс самантсен «чеелĕхĕсене» тавçăрма вĕрентрĕ. Унăн хушма урокĕсем маншăн çав тери вырăнлă килсе тухрĕç. Конкурспа пĕр вырăна 26-ăн тăрăннăччĕ. Физикăпа (юлашки экзамен) «тăваттă» лартасшăнччĕ те - «Наука тата пурнăç» журналти кăткăс задачăна «шĕкĕлчесе» кăтартнă хыççăн «пиллĕк» пачĕç. Вăрнара таврăнсан Учителе шыраса тупрăм: «Пирвайхи семестрпа пурте пиллĕк-ха», - терĕм. Кăмăлне сассăр çутă куллипе палăртрĕ. Ку маншăн академире ырласа тав тунисенчен чылай хаклăрах пулчĕ...»


"Çĕнтерÿ çуле"
23 января 2010
00:00
Поделиться
;