ХАЛĂХПА ĔÇ ĂНАТЬ
Район çыннисем умĕнче тăракан çывăх тапхăрти тĕллевсем - вĕсен шутне çурхи уй-хир ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленсе йĕркеллĕ ирттересси, совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине уявласси, Вăрнар чиркĕвне хута ярасси - пирки çивĕч калаçу пычĕ актив пухăвĕнче. Вăл район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин ертсе пынипе иртрĕ. Пухăва ял тата хула поселенийĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх тата промышленноç предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен ертÿçисем, банк тытăмĕнче тимлекенсем, çурт комитечĕсен председателĕсем хутшăнчĕç.
Вячеслав Никифоров, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ, кăçалхи çуракине тĕплĕн хатĕрленсе йĕркеллĕ ирттерме тăрăшни çинчен пĕлтерчĕ. Район умĕнчи тĕллев: пурĕ 46 пин тонна тырă, 49,4 пин тонна çĕр улми туса илмелле. Çуркунне пурĕ тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 8700 гектар акса хăвармалла, пушă выртакан 875 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Январĕн 15-мĕшне вăрлăхăн 71 проценчĕ кондициллĕ, халĕ мĕнпур вăрлăха юрăхлă кондицие çитерессипе çине тăрса ĕçлемелле. Вăрлăхлăх çĕр улми 4750 тонна упранать, ку хисеп пĕлтĕрхинчен чылай ытларах. Минераллă удобренисем туянассипе те ĕç кал-кал пырать. Çурхи уй-хир ĕçĕсене хутшăнакан техникăна юсассипе те тимлеççĕ.
Район пухăвĕн депутачĕ Виктор Анисимов, сăмах илсе, ял ĕçченĕсене хумхантаракан çивĕч ыйтăва ку хутĕнче те çĕклерĕ: тар тăкса туса илнĕ тырра ăçта хумалла; Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин депутат тĕрĕс пăшăрханнине палăртнă май, малашне ку енĕпе ырă улшăнусем пуласса шанма юрать, терĕ. Раççей Правительстви ют çĕршывсенчен аш-пăш туянассине самаях чакарма, ăна хамăр патра ытларах та ытларах туса илме тытăнма тивĕçлĕ мерăсем йышăнни çинчен аса илтерчĕ. Эппин, терĕ Анатолий Иванович, выльăхсене çитерме тырă нумай кирлĕ пулать. Вăл тырă тĕлĕшпе патшалăх заказĕ пулмаллах тесе шутлать.
К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Валерий Шумилов та çĕре юратса ĕçлесен, çавăн пекех ял çыннине патша
лăх енчен пулăшса тăрсан кăна çитĕнÿ тума май пуррине каларĕ.
Иккĕмĕш ыйтăва сÿтсе явнă май, район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыраканĕ Светлана Войтенко совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине паллă тума мĕнле хатĕрленни çинчен тĕплĕн каларĕ. Январĕн 18-мĕшĕ тĕлне районта «Вăрçă ветеранĕ» категорипе пенси тата уйăхсерен укçа тÿлевĕ илсе тăракан 525 çын шутланать. Вăрçă инваличĕсен вăтам тÿлев 20 пин ытла тенкĕпе, çар служби вăхăтĕнче вилнĕ çар служащийĕсен тăлăх арăмĕсен 14 пин ытла тенкĕпе танлашать. Президент Указне пурнăçласа, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерпе тивĕçтерес ыйтăва татса парассипе тимлеççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшне Аслă вăрçăн 58 участникĕпе инвалидне хваттер кирлĕ пирки шута илнĕ. Районти тĕп больница врачĕсем кăçалхи январĕн 20-мĕшĕнчен апрелĕн 30-мĕшчен вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, вăрçăра е ун хыççăн вилнĕ участниксен тăлăх арăмĕсене вĕсем пурăнакан вырăна тухса диспансеризаци ирттереççĕ.
Пысăк уявччен палăксемпе обелисксене юсаса çĕнетмелле т. ыт. те. Культура ĕçченĕсемпе педагогсен яваплăхĕ те пысăк. «Çамрăк ăру хăрушă вăрçă çинчен, çĕнтерÿçĕсем çинчен, Аслă Çĕнтерÿ хакĕ çинчен тĕрĕссине пĕлсе çитĕнтĕр», - палăртрĕ Анатолий Кузьмин хăйĕн сăмахĕнче.
Вăрнар поселокĕнчи чиркĕве туса пĕтерсе хута ярасси пирки те ятарлă ыйту пăхса тухрĕç. Унăн никĕсне вун виçĕ çул каялла хывса хăварнă. Юлашки çулсенче, настоятельте Александр атте тимлеме тытăннă хыççăн кăна, кунта пысăк ĕçсем пурнăçлама май килнĕ. Александр атте сăваплă ĕçре ку таранччен пулăшнисене пурне те тав турĕ. Пурнăçламалли те пайтах: чиркĕве шал енчен штукатурка тумалла, урай сармалла, территорие тирпей-илем кĕртмелле, кĕлĕ ирттерме пуçăнма иконостас, жертвенник, престол, чансем туянмалла т. ыт. те. Укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. «Ĕлĕк Раççейре купсасем хăйсен укçи-тенкипе чиркÿсем çĕклесе хута янă, - терĕ Александр атте. - Анчах паянхи купсасем çак сăваплă ĕçе хутшăнманни тĕлĕнтерет». Вăл Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов чиркÿ тума пулăшса пынине уйрăммăн палăртрĕ, анчахрах предприяти тата 200 пин тенкĕ куçарнă. Бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем те укçа-тенкĕ чылай пухнине ырларĕ чиркÿ настоятелĕ.
Тĕрĕс калать Александр атте - чиркÿ Вăрнар енĕн паянхи çыннисем валли, çитес ăрусем валли çĕкленет, вăл пирĕн хыççăн та юлать. Унăн шухăшне малалла тăсса, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников калани те чĕрене лармалла: «Строительство ĕçĕсене çапла тăсса янишĕн намăс пире, çынсене куçран пăхма та ырă мар...»
Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин анчахрах «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат урлă халăха Вăрнар чиркĕвне хăвăртрах туса пĕтерме укçа-тенкĕ пухма чĕнсе каларĕ. Актив пухăвĕнче те сăмах илчĕ. Унăн чĕрене пырса тивекен сăмахĕсене кунта хутшăннă пуçлăхсемпе депутатсем тата ыттисем кашни çын патне çитерсен тем пекехчĕ. «Пирĕн районта 40 пин çын пурăнать, - терĕ Анатолий Иванович. - Енчен те кашнийĕ чиркÿ валли 100-шер тенкĕ хывсан та 4 миллион тенкĕ пухăннă пулĕччĕ...» Паллах, çак тÿпене ачисен ячĕпе ашшĕ-амăшĕсем хывма пултараççĕ.
Хамăр енчен çакна каласа хăварар. Районта 300 ытла предприниматель шутланать. Калăпăр, вĕсенчен кашнийĕ хăть пĕр хутчен чиркĕве 5-шер пин тенкĕ парсан та 1 миллион та 500 пин тенкĕ хывăнать. 10-шар пин шеллемесен - 3 миллион пухăннă пулĕччĕ. Паллах, сăмах никама та вăйпа укçа партарасси пирки пымасть. Ку - кашнийĕн ирĕкĕ. Пĕтĕмпех çынран, унăн чун тасалăхĕнчен, вăл пуласси çинчен шутлама пĕлнинчен килет...
СĂМАХ МАЙ
Район пуçлăхĕ А.Кузьмин Вăрнар чиркĕвне хăвăртрах туса пĕтерме укçа-тенкĕ пухма халăха «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат урлă чĕнсе каланине çынсем ырласа кĕтсе илнĕ. Акă, пĕр кунта район администрацийĕнче ĕçлекенсем 15,5 пин, шкулсен директорĕсем 24,5 пин тенкĕ пухнă.
"Çĕнтерÿ çуле"