Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Регистраци йĕрки çинчен

Раççей гражданĕсене пурăннă вырăнта тата вăхăтлăх пурăну вырăнĕнче регистраци учетне илесси - Федераллă миграци службин территориаллă органĕсен, РФ саккунĕсемпе çирĕплетнĕ тĕслĕхсенче поселенисен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тивĕçĕ. Поселенисен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ку ĕçе администраци пуçлăхĕ палăртнă уполномоченнăйсем, должноçри çынсем пурнăçлаççĕ.
Регистраци ирттерессишĕн яваплă должноçри çынсен граждансем регистрацие тăма е учетран тухма çырнă заявленисене йышăнма хирĕçлеме ирĕк çук. Кунсăр пуçне ку тивĕçтерÿ тÿлевсĕр пулнине асăнса хăвармалла.
Пурăнакан вырăна улăштарнă гражданинăн урăх çĕре куçса килнĕ хыççăн 7 кун иртиччен федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи уйрăмне е ял поселенийĕсен администрацине килсе хăйне регистрацилеме ыйтса çырмалла.
Пĕр-пĕр çурта е хваттере вăхăтлăх (90 кунтан ытларах) пурăнма килнĕ пулсан, çак тапхăр вĕçленсен вăхăтлăх пурăну вырăнĕнче учета илме заявлени çырмалла. Кун пек чухне çынсене пурăнакан тĕп вырăнтан регистрацирен кăлармаççĕ. Мĕн вăхăтлăха учета илесси пирки гражданин патшалăх, муниципаллă тата ятарлă çурт-йĕр фондĕнче пурăнакансемпе* çурт харпăрлăхçипе е çурт-йĕр кооперативĕсен правленийĕсемпе килĕшсе татăлать. Вăхăтлăх куçса килнĕ гражданина пĕрле пурăнма ирĕк пани çинчен ку çуртра-хваттерте пурăнакансем çырса пĕлтереççĕ.
Хăна çурчĕсенче, санатори-пансионатсенче, кану çурчĕсенче, больницăсенче, кемпингсенче, турбазăсенче граждансене пĕрремĕш кунах ку учрежденисен администрацийĕсем регистрацилеççĕ. 14 çула çитмен ачасен ячĕпе пурăнакан тĕп вырăнта  тата вăхăтлăх пурăну вырăнĕсенче регистраци учетне тăма е унтан тухма вĕсен саккунлă представителĕсем - ашшĕ-амăшĕ, опекунсем - заявлени çыраççĕ.
Хăш-пĕр тĕслĕхсенче гражданина хăйĕнсĕрех регистраци учечĕнчен кăларма пултараççĕ: çар службинче тăнă чух - çар комиссариачĕн пĕлтерĕвне шута илсе* хыпарсăр çухалнă çын тĕлĕшпе - суд йышăнăвĕпе* çын вилнĕ пулсан - вилнине çирĕплетекен свидетельство тăрăх* ирĕкрен хăтарсан, ирĕкрен хăтарсан çурт-хваттертен кăларса янă чух е унпа усă курма правăна çухатнă-тăк - судăн вăя кĕнĕ йышăнăвĕпе* регистраци ирттерме кирлĕ документсем е вĕсенчи сведенисем тĕрĕс марри курăнсан тата регистраци ыйтăвне татса панă май должноçри çын йĕркене пăссан - суд йышăнăвĕпе.
Вăхăтлăх пурăну вырăнне регистрацие тăма гражданинăн паспорт е çуралнине ĕнентерекен свидетельство (14 çула çитменнисен), пĕр-пĕр адреспа вăхăтлăх пурăннине çирĕплетекен документ (хваттере яраканпа тунă килĕшÿ е унăн заявленийĕ) тăратмалла тата заявлени çырмалла.
Пурăнакан вырăнта регистрациленме кирлĕ документсем:
паспорт е çуралнине ĕнентерекен свидетельство* çурта пурăнма кĕме право паракан документ (кил хуçин заявленийĕ, харпăрлăх свидетельстви, судăн çуртпа усă курма ирĕк паракан йышăнăвĕ т. ыт. те) тата регистраци учетне тăратма ыйтса çырни. Маларах урăх вырăнтан учетран тухнисен унтан илнĕ ятарлă хут алăра пулмалла.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 января 2010
00:00
Поделиться
;