Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Çĕрпе туллин усă курмалла»

Килти хушма хуçалăх тытакансем хушшинче пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çынсем сахал мар. Вĕсем - ял тĕрекĕ, малашлăхĕ. Акă Хураçырмара пурăнакан Анатолий Алексеева чăн-чăн хресчен чунлĕ çын тесе калас килет. Вăл çичĕ теçетке урлă каçнă пулин те кил хуçалăхĕнче хастар ĕçлет. Çак кунсенче Анатолий Алексеевпа калаçма тÿр килчĕ.
- Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ иртрĕ ĕнтĕ. Сирĕншĕн, уйрăм хушма хуçалăх тытаканшăн, 2009 çул мĕнпе асра юлчĕ;
- 2009 çул Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ ятпа иртнишĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Ара çакă пурне те тăрантаракана тимлĕх уйăрни-çке. Малашлăхшăн тăрăшакан ял çынни анкартисене ÿстерсе пырать, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене ытлăн-çитлĕн туса илет. Хулара пурăнакансене экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе тивĕçтерет. Мухтанмасăр калатăп, эпĕ çитмĕл çулта  пулсан та ирĕн-каçăн хамăн кил-хуçалăхра тăрăшатăп. Манăн 50 сотка çĕр пур. Хăш-пĕри хăйĕн анкартине усă курма парать. Çĕр хăйне хисепленине юратать. Иртнĕ çул акă сĕлĕ, пăрçа, вир, ыраш, кĕрхи вика лайăх тухăç пачĕç - тонна ытла культурăсене çапса тĕшĕлесе пÿлмене тултартăм. Кунсăр пуçне кашни çул çĕр улми, тĕрлĕрен пахча-çимĕç, улма-çырла çитĕнтеретĕп. Лаша, ĕне, сурăхсем, кăвакалсем усратăп тата утар тытатăп. Килти хуçалăх хушма тупăш илмелли çăл куç тенипе килĕшетĕп. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче хамăрăн бюджета 70 пин тенкĕ хушма пултартăм.
- Çĕре хака хурсан ял çынни тулăх пурăнатех.
- Ку вăл чăн та çапла. Çĕр кăкри çăкăр парать тенĕ мĕн авалтан пирĕн мăн асаттесем. Анчах та халĕ пурте çĕре хаклаççĕ-и, упраççĕ-и; Шел пулин те хăш-пĕрисем çĕр ĕçĕнчен писрĕç, вĕсен анкартийĕнче çум курăк ашкăрать, хушма хуçалăха аталантармаççĕ. Эпĕ çăва тухсан ирхи шуçăмпа тăратăп та каçхи шуçăмчченех ĕçлетĕп. Теприсем мана куçранах выçлăх теме пăхаççĕ. Хăйсем вара çителĕклĕ пахча çимĕç те çитĕнтереймеççĕ, çын мĕн тунине сăнама кăна пĕлеççĕ. Вăй хумасăр, пуçаруллă пулмасăр тулăх пурăнаймăн. Тата çĕрпе туллин усă курмалла, ун пулăхне пуянлатмалла. Эпĕ çуллен симĕс удобрени пултăр тесе çĕр лаптăкĕсенче кĕрхи культурăсем акатăп, çуркунне сухалатăп. Ĕçлени, тăрăшни харама каймасть.
- Маттур ял ĕçченне çирĕп сывлăх, нумай вăй-хăват сунмалли кăна юлать.
- Тавтапуç.


"Çĕнтерÿ çуле"
27 января 2010
00:00
Поделиться
;