Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пуласлăха çирĕп, ăслă, вăр-вар ăру кирлĕ (2010 - Вĕрентекен çулталăкĕ)

 - Çакнашкал тата сывлăх енчен вăйлă çамрăкшăн паян пур еннелле те çулсем уçă. Чи пысăк çитĕнÿсене алла илес тесе ăнтăлма майсем пур,- терĕ район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин вĕрентекенĕн малашлăхлă тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пурнăçа пĕрремĕш класлă ăру хатĕрлесси те пулнине палăртса.  - Эсир хăвăр чĕресем урлă вун-вун ача шăпине кăларатăр, вĕсене тĕрĕс професси суйласа илме кăна мар, пурнăçра харпăр-хăй вырăнне тупма хăнăхтаратăр. Шел, хăш-пĕрисем, хăш-пĕрисем(!), - уйăрса палăртрĕ вăл, - эсир шаннă пек çитĕнмеççĕ, йăнăш çул çине тăрса пурнăçĕсене пĕтереççĕ.
Вĕрентекен çулталăкĕ пуçланнă ятпа саламланă май, Анатолий Иванович иртнĕ эрнекун районти культурăпа кану центрне пуçтарăннă ăслăлăх вăрлăхне акакансене Вăрнар çамрăкĕсем ыттисенчен тарăн пĕлÿпе, ырă ĕçпе кăна уйрăлса тăрассине, пур енлĕн аталанассине, вĕрентекен ĕçне хаклама вĕрентессине пурнăçа кĕртме пĕтĕм майсене шыранине палăртрĕ.
Вĕрентекен çулталăкĕ - ку сферăра тимлекенсен ĕçне хисеп хуни кăна мар,  Раççей вĕрентĕвне модернизацилекен, пысăк улшăнусен çулĕ те. Паллах, çĕнĕлĕхсем малтанхи çулсенче те пулнă, анчах кăçалтан «Пирĕн çĕнĕ шкул» пĕтĕм наци вĕрентÿ инициативи официаллă старт илчĕ. Тĕп пĕлтерĕшĕпе тĕллевĕсем пархатарлă - ачасен потенциалне уçма, аталантарма пултаракан шкул туса хурасси, çитĕнекен ăрура пĕлÿ, сывă пурнăç йĕркин, ырă туйăм туртăмĕсене вăратма, çĕршыв çĕнĕлле хăватпа аталанса пынине кура тĕрĕс професси суйласа илме пулăшасси.
Çамрăксен тата Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕсенчен педагогсене эстафетăна район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Елена Григорьева тата Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов пачĕç.
Иртнĕ çул çамрăксен пур енлĕ Аталанăвне çĕклес тĕлĕшпе районта 100-е яхăн мероприяти иртнĕ. Ку ĕçе пур сфера представителĕсем те хутшăннă. Ĕçлекен çамрăксене, çамрăк çемьесене, çула çитменнисене патшалăх енчен пулăшасси-хавхалантарасси планпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пынă. Конкурссенче чылай çамрăкпа пĕрлешÿ палăрнă. Волонтерсем, çамрăк ĕç бригадисем, космонавтсен отрячĕ кăтартуллă ĕçленĕ. Вĕрентсе-çул кăтртса пыраканĕсем уявра Район пуçлăхĕнчен Хисеп грамотисене тата Тав хучĕсене тивĕçрĕç: Константин Сидоров - райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен пайĕн ертÿçи, Раиса Гордеева (Санарпуç), Лев Ефимов (Калинино) учительсем, Хапăсри тата Мăн Явăшри шкулсен директорсен çумĕсем Оксана Жебелевская тата Албьина Павлова, ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Галина Павлова, Георгий Семенов вĕрентÿ ветеранĕ, «Юнтапа» ЯХПК ферма заведующийĕ Анатолий Трифонов, муниципаллă управляющи Канашĕн членĕ Елена Кудрявцева.
- Ял хуçалăхĕ - çулталăка ÿсĕмпе вĕçленĕ пĕртен-пĕр отрасль. Çакăншăн чи малтанах сире, вĕрентекенсене тав сăмахĕ калас килет. Пирĕн уйсенче паян сирĕн вĕренекенсем тăрăшаççĕ, ытти отрасльсенче çĕршыв пуласлăхĕшĕн чунтан тимлеççĕ, вĕренеççĕ. Хамăр çулталăкри ĕçченлĕхе сире те йышăнма ыйтасшăн,- терĕ Юрий Попов.
Педагосене республикăри вĕренткенсен профпĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Михаил Антонов та саламларĕ, профсоюз тăрăшнипе коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн паракан федераллă гарантисене сыхласа хăварма пултарнине пĕлтерчĕ.     
Шкул çулĕсене тавăракан концертпа савăнтарнă хыççăн вĕрентекенсем каллех ачасен ытамне ыткăнчĕç. Кăçал вĕсен уйрăмах çанă таврăса тимлемелле, Раççей, республика Президенчĕсем палăртнă задачăсене тĕллевлĕн пурнăçа кĕртмелле. Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин та вĕсене мал ĕмĕтлĕ пулма, конкурссене, çав шутра культура мероприятийĕсене те активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ, ку енĕпе чăннипех пуçаруллă учительсенчен тĕслĕх илме ыйтрĕ. Шкул пурнăçĕ чĕрĕлĕхпе, вăр-варлăхпа кăна хуçалантăрччĕ. 


"Çĕнтерÿ çуле"
27 января 2010
00:00
Поделиться
;