Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тÿпери çăлтăрпа эсĕ пĕр

Тÿпери çăлтăрпа эсĕ пĕр

 

Çилентертĕм пулсан - каçарсам,

Шутламан эп пăсма кăмăлна.

Тек шанмастăн пулсан - каласам,

Вара тек тарăхтармăп сана!

 

Тÿпери çăлтăрпа эсĕ пĕр,

Аякра, уйăхпа юнашар.

Эп - пĕччен, çĕр çинче айван хĕр,

Пурăнатпăр çапла уйрăмшар.

 

Уйăрать çутă уçлăх пире.

Тен, вăл мар, урăхла сăлтавсем;

Сайра çăлтăр пăхать çĕр çине,

Ыттисен - çÿллĕрех ĕмĕтсем.

 

Ман туссем - вăрмансем те хирсем:

Тăлăх мар çутçанталăк ачи.

Манаймастăп пĕрех, эс пĕлсем,

Ешерет пирĕн туслăх калчи.

 

Васкать

 

Васкать Çĕр чăмăрĕ таçта

Камах пĕлет, ăçта васкать;

«Паянлăха эпир кунта», -

Ухмах этем çапла шанать.

 

Васкать юлташ. Ăçта васкать;

Манса хăварнă çĕлĕкне.

Телей тарать, унта чупать.

Тытмашкăн унăн хÿрине.

 

Васкать çулла. Ăçта васкать;

Ыйтать пахча та çулçине.

Çу кĕрпеле ылмашăнать.

Пĕлет çанталăк хăй ĕçне.

 

Шав иртеççĕ, шăваççĕ кунсем

 

Анасем - çутă сăнлă çынсем,

Тинкереççĕ вĕç-хĕрсĕр мала,

Шав иртеççĕ, шăваççĕ кунсем,

Чун васкать-çке тармашкăн тула.

 

Самана таппине, юхăмне

Эс картлаймăн кĕпÿ аркипе.

Çук, тиркеймĕн хĕлне те çăвне,

Йăлт пырать майĕпе,йĕркипе.

 

Эрнесем, уйăхсем те çулсем...

Сисейместĕн, тухатăн вĕçне.

Кÿлешÿ, тавлашу, вак ĕçсем -

Çук, тăмаççĕ вĕсем ним тĕшне.

 

Илемпе киленме пултарсам,

Ырăпа асăнсам кашнине.

Сан ятна пин çултан та курам

Вырнаçсам этемсен чĕрине!



"Çĕнтерÿ çуле"
27 января 2010
00:00
Поделиться
;