Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ватăсем хисепе тивĕç (Редакцие килнĕ çыру)

Аслă ăру çыннисен пурнăçне çăмăллатассишĕн патшалăх тăрăшнине эпир, ватăсем, куллен туятпăр.
Шел, вырăнта тепĕр чух чуна ыраттаракан пăтăрмах сиксе тухатех. Автобуссем йĕркеллĕ çÿреççĕ пулин те çула тухма пур пĕрех кансĕр. «Пенсионерсен килте лармалла, кинемейсен мăнуксем валли çемçе нуски çыхмалла, мучисен кил-тĕрĕшре аппаланмалла», - тейĕ хăшĕ-пĕри. Мĕн тăвăн, тухса çÿремĕттĕмĕр те, анчах Шупашкара е район центрне пĕр-пĕр ĕçпе кайса килме тиветех. Ачасем те тĕрлĕ вырăнта тĕпленнĕ. Вĕсене те çитсе курас килет.
Çула тухсан тем те асăрхатăн. Автобус çине ларасси пирĕншĕн чăннипех нуша. Вăй питтисем, уйрăмах çамрăксем, маларах талпăнаççĕ. Алăк умне çитсен халăх каплансах ларать. Ватăсем салона чи кайран кĕреççĕ. Аслă  ăру çыннисем, пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсем, сусăрсем валли уйăрнă малти сакăр ларкăча яш-кĕрĕм йышăнать. Туяллă карчăксемпе мучисен çул тăршшĕпех ура  çинче тăрса пыма тивет. Халсăрсемпе хевтесĕрсене асăрхаманçи тăваççĕ. Пирĕн ачасен, мăнуксен ÿсĕмĕнчискерсем вĕсем. Ĕмĕрĕпех вăй питти пулатпăр теççĕ-ши; Çут çанталăк саккунĕ пуриншĕн те пĕрешкел: çуралатпăр, çунат саратпăр, çулсем иртнĕçемĕн ватăлатпăр, кĕвенте пек кукăрăлатпăр.
Ман шухăшпа, çак пăтăрмаха билет кассинчех тĕплеме пулать. Билетра ăçта çитиччен каймаллине, вăхăта, ларкăча кăтартни пур. «Вырăнсăр» тесе паллă тунă йĕркене хуратмалла та салонра миçе ларкăч пуррине кура вырăн номерне уçăмлатмалла. Çук-тăк, «0» тесе палăртмалла. Çапла тусан ватă çынсем те, çамрăксем те тĕркешмен пулĕччĕç. Вырăнсăр билет хуçи, ÿсĕмне пăхмасăр, хăйĕн çул тăршшĕпех тăрса пымаллине салона кĕричченех ăша хывĕччĕ, кăмăлсăрланмĕччĕ. Çак ыйтăва татса пама эпĕ Вăрнар автостанцин пуçлăхĕпе Александр Гаврилович Назаровпа курса калаçрăм. «Хуласен хушшинчи автобуссем çинче вырăн номерне кăтартăпăр, хула çум автобусĕсем çинче çук», - пулчĕ ун сăмахĕ. Ку йĕркене ниепле те улăштарма май çук-ши вара; Пире, ватăсене, хисеп туса, чуна ыраттаракан ыйтăва тимлĕхсĕр хăвармасса шанас килет.


"Çĕнтерÿ çуле"
27 января 2010
00:00
Поделиться
;