Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Владимир Путин - Чăваш енре

Виçĕмкун Чăваш енре Раççей Правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин пулнă. Делегаци йышĕнче - Раççей Правительство пуçлăхĕн çумĕ Сергей Иванов, Раççей вĕрентÿ тата наука министрĕ Андрей Фурсенко, ытти паллă çынсем.
Премьер-министр Правительство çурчĕн çĕнĕ çуртĕнче Чăваш ен Президенчĕпе Николай Федоровпа республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсеен сÿтсе явнă. Тĕпрен илсен, калаçура территорисене, пурăнмалли çурт-йĕр тата машина строительствин комплексне аталантарас темăсене хускатнă.
Визит Хĕн-асап тÿснĕ Татианăна асăнмалли кунпа пĕр килнĕ май, В.Путинпа Н.Федоров Шупашкарти Çветтуй Татиана чиркĕвĕнче те пулнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе уçă клаçу ирттернĕ.
Çак кун Чăваш енре пĕрремĕш «Çĕнĕ ăру» пăр керменĕ хута кайнă. «Сирĕн хула çыннисен те халĕ паянхи пурнăçа тивĕçтерекен, илемлĕ, технологиллĕ сооружени пур. Кунта çемьесем канма, çамрăк спортсменсем ăсталăха туптама пултараççĕ. Паллах, пурте тĕнче таран çĕкленме пултараймаççĕ, анчах сывлăхпа, ăсталăхпа, чăннипех те спортри хăюллă туйăмсемпе пуянланĕç»,- тенĕ Раççей Правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин, ăна чаплă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă май.
Спорт сооруженийĕнче тăрăллă каток, тренажер залĕ, пĕтĕмĕшле физкультура хатĕрленĕвĕн площадки вырнаçнă. Строительствăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 180 миллион тенкĕ.
 «Промтрактор» акционерсен уçă обществинче В.Путин премьер-министрпа Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров республикăри промышленноç предприятийĕсен продукцийĕн куравĕпе, «Трактор завочĕсем» Концерн» йышне кĕрекен предприятисем туса кăларакан машинăсемпе, «Глонасс» спутник системипе усă курса тракторсем çине электронлă системăсем вырнаçтарас ĕçпе паллашнă.  «Маттурсем», - кĕскен палăртнă Раççей Правительствин пуçлăхĕ, трактор тăвакансене производствăна модернизацилессипе тата ытти çĕршывсемпе тупăшма, импорт аналогĕсене улăштарма пултаракан продукци туса кăларассипе кăтартуллă ĕçленĕшĕн тав тунă.


"Çĕнтерÿ çуле"
27 января 2010
00:00
Поделиться
;