Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ют пурлăха хапсăнакансем нумайрах

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмĕ - республикăра тĕслĕхлисенчен пĕри. Киревсĕр ĕç тăвакансене суд тенкелĕ çине лартас, тивĕçлĕ явап тыттарас тесе вĕсем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ. Следстви уйрăмĕнче тимлекенсем вăл е ку çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене тĕпчесе-тишкерсе район судне тăратаççĕ. Пухнă материалсем айăплав никĕсĕ пулнине шута илсен, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ питĕ яваплă, пĕлтерĕшлĕ пулни яруççăн курăнать. Следователĕн йăнăшма нимле право та çук.
Районти следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем хăйсене шаннă тивĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани пирки иккĕленме пачах сăлтав çук. Пурте кăткăс ĕçсене пĕрре мар «шĕкĕлченĕ» опытлă сотрудниксем, следовательте вăтамран вунă çул ытла вăй хураççĕ. Пĕлтĕр те, акă, кашниннех вуншар уголовлă ĕç пуçарса тĕплĕн тишкерсе суда яма тивнĕ.
Çулталăк пуçламăшĕ - иртнĕ çула пĕтĕмлетмелли, малашлăх тĕллевсем палăртмалли вăхăт. Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмĕн пуçлăхĕпе юстици полковникĕпе Юрий Петрович Андреевпа тĕл пулнă май та 2009 çулти ĕç кăтартăвĕсем пирки тата паянхи йĕрке хуралçисене хумхантаракан чи кăткăс ыйтусем çинчен сăмах хускатрăмăр.
- Юрий Петрович, эсир ертсе пыракан коллектив пĕлтĕр пурнăçланă ĕç калăпăшне пĕчĕк тееймĕн ĕнтĕ...
- Чăн та, çакăнпа килĕшмесĕр май çук. Иртсе кайнă çулталăкра, акă, право йĕркине пăснă тĕслĕхсем тăрăх пуçарнă уголовлă ĕçсене чылай тĕпчеме лекрĕ. Каласа хăвармалла, следстви уйрăмĕн сотрудникĕсем оперативлă ушкăн йышĕнче черетленсе талăкĕпех дежурствăра тăнă май, преступленисене вырăна тухса туллин тишкереççĕ. Çапла, преступленилле ĕçсем тĕлĕшпе 74 уголовлă ĕçе вĕçлесе район судне ярса панă. Кашнинпех тĕплĕ следстви мероприятийĕсем ирттернĕ, киревсĕр ĕç тунисене тăрă шыв çине кăларассишĕн сахал мар тăрăшнă. Суда янă ĕçсем тăрăх пĕтĕмпе 82 çын суд тенкелĕ çине ларнă, айăпланнисен йышĕнче, шел те, çула çитмен çамрăксем те улттăн пур.
Çавăн пекех пĕлтĕрхи 12 уйăхра пуçарнă 7 уголовлă ĕçе чарса лартнă, хушма следстви ирттерме иккĕшне каялла тавăрнă. Сăмах май, следовательсем 19 преступнике тытса чарнă, 15-шне арестленĕ.
- Преступленисене пăхса тухас-тăк, ытларах мĕнле уголовлă ĕçсене суда янă;
- Тĕрĕссипе, уголовлă ĕçсен çуррийĕ енне - 39-шĕ - ют пурлăха çаратнипе çыхăннă. Çынна хĕнесе йывăр суранлатса пĕтернĕ тĕслĕхсемпе тăватă уголовлă ĕç тĕпченĕ. Кунсăр пуçне ют пурлăха уççăн вăрланă виçĕ тĕслĕх пулнă.
Ют пурлăха хапсăнакансен шучĕ, чăн та, чакма пĕлмест. Тĕнчери экономика кризисĕ те хăйĕн йĕрне хăварчех ĕнтĕ: ĕçсĕр çынсем нумай, республика тулашĕнче тар тăкса çÿренисем те çăмăл пурнăçран мар каялла ялсене таврăнчĕç. Ĕçсĕр, укçа çук - мĕн тумалла; Хăшĕсем эрехпе хытах туслашни вăрттăнлăх мар. Вăрă çулĕ çине тăракансем чылай.
Акă, пĕлтĕр ялсенче лавккасене темиçе хутчен çаратрĕç. Мĕн вăрласа тухаççĕ-ха - апат-çимĕç, эрех-сăра, ытти вак-тĕвек япаласем. Лавккасене кĕрекенсем - ниçта та вăй хуман, саккунсăр майпа укçаллă пулас текен çынсем. Март уйăхĕнче Тăвальушкăнь Ялтăрари лавккана çĕмĕрсе кĕнĕ пиччĕшĕпе шăллĕне тата çула çитмен çамрăка, апрельте Мăн Турханти, июльте Кульцаври лавккасенче «хуçаланнă» вăрăсене те кĕске вăхăтрах çулса илнĕ, судпа айăпланă.
Тата çынсен тимсĕрлĕхĕ те тĕлĕнтерет хăш-пĕр чухне, ытла айванла пăтăрмахлă лару-тăрусене лекеççĕ. Çулла Вăрнарта пĕр хваттертен ноутбук, ылтăн япаласем, кĕсье телефонне вăрлакана шырама тиврĕ. Ирхине кил хуçи хĕрарăмĕ ĕçе тухса кайнă, хĕрĕ хваттерте çывăрса юлнă пирки алăк çăрине питĕрсе хăварман иккен. Хăнана чĕннĕ пекех уçă тăракан алăк умĕнчен вăрă ăçтан иртсе кайтăр - хаклă япаласене илсе тухса тарнă. Анчах милици сотрудникĕсенчен пурпĕрех тарса çухалайман - ăна та явап тыттарнă.
Кунсăр пуçне хăйсен ĕç вырăнĕпе усă курса лавкка кассине хăйсен енчĕкĕпе пăтраштарнисем тĕлĕшпе те темиçе уголовлă ĕç пуçарнă. Водительсен айăпĕпе çулсем çинче çырăннă инкексемпе çыхăннă çичĕ уголовлă ĕçе те суда ярса патăмăр. Ку инкек сăлтавĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта - водительсен тимсĕрлĕхĕ. Çапла, Уйкас Ялтăра çывăхĕнче, Кĕçĕн Кипек - Çĕн Кипек çул çинче машинăсем çапăннă тĕслĕхсем çырăнчĕç. Кăмпал ялĕнче икĕ хĕрачана таптаса вĕлернĕ хăрушă преступленипе те следстви мероприятийĕсем, тĕрлĕ экспертизăсем ирттернĕ хыççăн уголовлă ĕçе вĕçлесе айăплав йышăнăвне кăларма суда янă.
Тĕрĕссипе, следовательсен аллине лекекен ĕçсем тĕрлĕрен, пурне те туллин тишкерсе вĕçне-хĕрне тупмалла. Пирĕн тĕп тĕллев - саккуна пăсакан айăплавран ан хăтăлтăр. Ăна эпир тивĕçлĕн пурнăçлатпăр.


"Çĕнтерÿ çуле"
27 января 2010
00:00
Поделиться
;