Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçлекенсене тивĕçлĕ шалу тÿлемелле

Иртнĕ эрнере «Родник» агрофирмăра отчетпа суйлав пухăвĕ пулнă. 2009 çулта мĕнле ĕçленипе Любовь Горбунова гендиректор, Малти Ишекри тата Çăлкас Кăкшăмри фермăсен заведующийĕсем Галина Артемьевăпа Николай Лукин, Владимир Герасимов агроном, Нина Лукина техник-осеменатор паллаштарнă.
Пĕлтĕр «Родник» агрофирмăра вăй хуракансем япăх мар ĕçленĕ. Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 15996 центнер, «иккĕмĕш çăкăра» - 5158 центнер пухса илнĕ. Пулас тухăç никĕсне 220 гектар хывса хăварнă, кĕрхи çĕртме 420 гектар тунă. Хĕл хырăмĕ пысăк. Агрофирма ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕх валли 380 тонна утă, 2150 тонна сенаж, 325 тонна улăм, фураж культури 313 тонна янтăланă. Çапла вара кашни условнăй выльăх пуçне 31 центнер апат единици хатĕрленĕ. Пĕлтĕр 2008 çулхинчен аш 36 процент, сĕт 9 процент ытларах туса илнĕ. Агрофирмăра мăйракаллă шултра выльăх 525 пуç шутланать, çав шутран - 180 ĕне. Кашни ĕнерен вăтамран 3715 килограмм сĕт суса илнĕ. Зооветспециалистсем тăрăшуллă пулнăран 100 ĕне пуçне 100 пăру илнĕ. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем Вячеслав Никифоровпа Георгий Романов район аграрийĕсем 2009 çула мĕнле кăтартусемпе вĕçлени çинчен каласа кăтартнă, «Родник» агрофирмăра вăй хуракансене тата ÿсĕмлĕрех ĕçлеме суннă.
Хуçалăхра вăй хуракансем пухура çивĕч ыйтусем те çĕкленĕ. Вĕсем ĕç укçи вăхăтра тÿлеме, улăма валеçессипе васкаварлăн тимлеме ыйтнă. Генеральнăй директор çитменлĕхсене пĕтерме шантарнă. Хуçалăхăн сутмалли ял хуçалăх продукцийĕ те пур-ха - 20 тонна çĕр улмие вырнаçтармалла. Пухура «Родник» агрофирмăн çĕнĕ директорне суйланă. Хуçалăх тилхепине малалла Олег Валерьевич Воробьев тытса пырĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 февраля 2010
00:00
Поделиться
;